АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх тухтăрĕ

20 августа 2011 г.

Шутлатăп та — выльăх тухтăрĕ пулма пĕртте çăмăл мар. Çын хăйĕн ыратăвне чĕлхипе каласа ăнлантарать те, çакă сывату ĕçне хăвăртлатать.

Чĕр чунсем те тĕрлĕ чирпе аптраççĕ. Вĕсен асапланăвне ветеринар çăмăллатма пултарать. Тăват ураллă туссем, уйрăмах йытăсемпе кушаксем, хула çыннисемшĕн çемье членĕ вырăнĕнчех, çавăнпа та хуçисем вĕсемшĕн укçи-тенкине те шеллемеççĕ. Специалист патне илсе пырса прививкăсем, ытти процедурăсем тутараççĕ.

Ялта выльăх-чĕрлĕх усракан мăйракаллă шултра выльăхсемпе сыснасене ытларах пысăк тимлĕх уйăрать. Ĕне çемьене тăрантаракан тетпĕр те ăна лайăхрах пăхасшăн тăрăшатпăр. Пăрулама вăхăт çитсен вара канăç та çухалать. Выльăх кÿпĕнес хăрушлăх та юнашарах. Инкек уйрăм хуçалăхсене те, фермăсене те килсе çакланма пултарнине шута илсе выльăх тухтăрĕсем хăйсен сисĕмлĕхне çухатмаççĕ.

Елена Васильевна Калашникова кашни кун, ир-каç, Асанкасси сĕт-çу фермине васкать. Çирĕм çул ытла çак çула такăрлатать вăл. Фермăри кашни выльăх пуçĕшĕн чунтан пăшăрханать. Вĕсен сывлăхне вăхăтра тĕрĕслесе, пăхса тăрать.

Пурнăç хăех унăн ăсталăхĕпе ĕç опытне ÿстерсе пычĕ. Хĕрарăмăн тăрăшулăхĕ пысăк пулнине ĕçтешĕсем кăна мар, ял çыннисем те лайăх пĕлеççĕ. Пулăшу кирлĕ вăхăтра выльăх тухтăрĕ патне киле пырса та, телефонпа шăнкăравласа та сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ.

Хăй суйласа илнĕ профессипе Е.Калашникова кăмăллă.

— Дипломлă специалист пулса тăрсан тăван ялах таврăнас терĕм. Паллах, эпĕ те, ытти юлташ хĕрĕсем пек, хулана вырнаçма пултарнă. Анчах чун туртăмĕ вăйлăрах пулчĕ, хам çуралса ÿснĕ тăрăха урăх вырăнпа улăштарма шутламарăм.

Елена Васильевнăн мăшăрĕ Александр — ăста строитель. Вăл «Комсомольская МСО» АХОра бригадирта вăй хурать. Калашниковсем чаплă кил-çурт çавăрнă, ача-пăча ÿстереççĕ. Хĕрарăма хаклама пĕлекен, ăна ăнланакан мăшăр çумра пулсан пурнăçри, ĕçри йывăрлăхсем ним те мар. Тата мĕн кирлĕ-ши телейлĕ пулма?

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика