20 августа 2011 г.
Пĕрремĕш çур çулта республикăри çулсем çинче ачасемпе 130 инкек пулса иртнĕ, вĕсенче виççĕн вилнĕ. Аварисен шучĕ ытларах — Шупашкар, Канаш, Сĕнтĕрвăрри хулисенче тата Муркаш районĕнче.
(«Советская Чувашия» хаçатран).
Кĕçех çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Каникул вăхăтĕнче килте, лагерьте пурăннă ачасен тимлĕхĕ чакни, хăрушсăрлăх правилисене манни пулма пултарать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн, аслăраххисен вĕсене çул çинче хăйсене мĕнле тытмаллине аса илтерсех тăмалла. Паллах, сентябрĕн малтанхи кунĕсенче хăрушсăрлăх темипе уроксем, класс сехечĕсем, тĕл пулусем иртĕç. ГИБДД инспекторĕсем çулсеренех çул çинче паллăсем лартас-çĕнетессине, йĕрсем туртассине, шкул автобусĕсен юсавлăхне тĕрĕслессине пикенеççĕ. Çапла, çамрăк ăрăва пурнăçа упрама, инкек-синкекрен сыхланма вĕрентсе тĕрлĕрен ĕç пулса пырать. Шел те, çакăн пек тăрăшни чылай чухне сая кайнăн туйăнать. Сăлтавĕ — ашшĕ-амăшĕнче, ытти иртен-çÿренре.
Çын вăл яланах таçта хыпаланать. Пире нихçан та вăхăт çитмест. Анчах «васкакан вакка сикнĕ» тенине темшĕн пуçра тытмастпăр.
Кĕçĕн класра вĕренекен ача хăйĕн амăшне çул урлă каçма хатĕрленĕ вырăнпа (переходпа) утма çав еннелле туртать. Анчах аслин ытлашши утăмсем тăвас килмест ахăр. Юраман вырăнтах, машинăсем çÿренине пăхмасăр, пĕчĕккине аллинчен çатăрласа тытса çулăн тепĕр енне «сĕтĕрсе» чупма пикенет. Акă ăçта хирĕçÿлĕх — вĕрентсе урăхла ăс параççĕ, пурнăçра вара — пачах тепĕр ÿкерчĕк. Тепрехинче çак шăпăрлан хăй те ниме пăхмасăр çул урлă чупса каçмĕ тесе камах шантарса калĕ?
Çуран çÿрекен çынсен хальлĕхе культура шайĕ пысăк теме çук. Юлашки вунă çулта техника шучĕ темиçе хут ÿсрĕ. Çавăнпа та руль умĕнче лараканăн çеç мар, çул çинчи ытти çынсен те питĕ асăрхануллă пулмалла.
Идеаллă обществăра пурăнас тесен культура шайĕ çинчен манма юрамасть. Хальлĕхе ку пирĕн «чăхăмлать».
Комсомольскинче центрта çул урлă каçма хатĕрленĕ ятарлă вырăн пур. Эпĕ сăнанă тăрăх, çуран çÿрекенсем ăна пит асăрхасшăнах мар. Кам ăçта пултарать, çавăнта çул тепĕр енне чупать. «Зебра» çине ура ярса пуснă çынна транспорт хуçисем хăшĕ-пĕри чарăнса ирттерсе ярасшăн маррине час-часах курма пулать. Эпĕ, сăмахран, енчен енне пăхса илмесĕрех, ним иккĕленмесĕр ун тăрăх утма тăхтатăп.
Культура шайне ÿстерме таçта кайса вĕренес çук. Çул çинчи хăрушсăрлăх правилисене шута илсе çуран çÿрекенсемпе водительсен пĕр-пĕрне хисеплемелле. Çавăн чухне кăна пурнăçа, сывлăха упраса хăварма май килĕ. Çĕр çинче унран хакли никамшăн та нимĕн те çук.
Источник: "Каçал Ен"