20 августа 2011 г.
Августăн 17-мĕшĕнче районта пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. ЧР министерствисенчен килнĕ делегаци Чăваш Республикин пĕрремĕш çур çулти экономикăпа социалла аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарас, пурăнмалли коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 2011/2012 çулсенче ăшăтса хутмалли тапхăра хатĕрлесе çитерес, шкулсен çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕнхи ĕç-хĕлне тишкерес ыйтусемпе Александровка, Асанкасси, Кайнлăк, Хирти Сĕнтĕр, Урмаел, Элпуç, Тукай ял поселенийĕсене çитсе курчĕ. Шупашкар хăнисемпе район администрацийĕнче вăй хуракансем виçĕ ушкăна пайланса тĕрлĕ ял çыннисемпе, хуçалăх ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçрĕç.
Пĕрремĕш ушкăна федераллă патшалăх статистикин Чăваш Енри территориллĕ органĕн ертÿçин çумĕ Петр Краснов ертсе пычĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волковпа нумай яла çитрĕç, вырăнти халăхпа тĕл пулса калаçрĕç, ыйтусене хуравларĕç. ЧР конкурентлă политика тата тарифсемпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Роза Лебедева, район администрацийĕн эколномикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Светлана Ульдина кĕрекен ушкăн «Искра» колхоз йĕтемне çитсе курчĕ. Кунта ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Хуçалăх ертÿçи Александр Зайцев вырма ĕçĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Председатель чунне ыраттаракан ыйтусенчен пĕри вăл — техника кивелсе пыни, ăна туянма патшалăх дотаци паманни. Ял хуçалăх продукцийĕн хакĕсем пĕчĕк пулнăран колхозра вăй хуракансен ĕç укçине ÿстерме май çуккишĕн пăшăрханать А.Зайцев. Апла пулин те çак колхоз шалу виçипе — районта виççĕмĕш вырăнта.
Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕ Валерий Волков пушă пÿртсем йышланса пынине палăртрĕ. Хăшĕ-пĕрисем тавралăх илемне пăсса лараççĕ. Сăмахран, темиçе çул каялла çунса кăмрăкланнă çурт юлашкине темшĕн халĕ те пăсма васкамаççĕ. Иртен-çÿрене инкек çинчен аса илтерсе кăмăла пусăрăнтарать-çке вăл. Канашра пурăнакан хуçисене темиçе хут асăрхаттарсан та хăлхана чикмеççĕ. Тен, ку ыйтупа çирĕпрех мерăсем йышăнмалла;
Светлана Ульдина çĕрсене харпăрлăха куçарассине хăвăртлатмаллине аса илтерчĕ. Паллах, хуçалăхсен те, уйрăм çынсен те ку тĕлĕшпе укçа-тенкĕ тăкаклама тивет. Çакă та çынсене пăшăрхантарать.
Роза Лебедева, халăх нушине аван ăнланаканскер, чунĕпе пĕтĕмпех вĕсем майлă. Ял çыннине хумхантаракан ыйтусене Шупашкара республика пуçлăхĕсем патне çитерме шантарчĕ вăл.
Поселени территорийĕнче вырнаçнă Александровка тата Хырай Ĕнел шкулĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне кирлĕ шайра хатĕрленсе çитнĕ. Классенче юсав ĕçĕсем тунă.
Тепĕр ĕçлĕ ушкăн Кайнлăк ял поселенине çул тытрĕ. Ушкăна ертсе пыраканĕ — Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Владимир Варсонофьев. Вырăнта вĕсене Кайнлăк ял поселенийĕн пуçлăхĕ Альберт Кузьмин кĕтсе илчĕ. Ял поселенийĕ 3 яла пĕрлештерсе тăрать: Кайнлăк, Йăлмахва, Хирти Мăнтăр. «1200 çын ытла пурăнать кунта. Вăй питти арçынсем чылайăшĕ ытти регионсене ĕçлеме çÿреççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсем — хĕрарăмсем»,— паллаштарчĕ вырăнти лару-тăрупа тĕп хуламăртан килнĕ хăнана Альберт Германович. Ун хыççăн ушкăн Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма васкарĕ. Унта хĕрсех вĕренÿ çулне хатĕрленсе юсав ĕçĕсене пурнăçлатчĕç. Аслисемпе танах вĕренекенсем те карта тытаççĕ. Владимир Васильевич видеосăнав, лицензи пуррипе çукки çинчен тата ытти ыйтусем пачĕ шкул директорне. Александр Можаев ертÿçĕ тунă ĕçсем çинче кĕскен чарăнса тăчĕ, малашнехи тĕллевсене палăртрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Георгий Киргизов сĕннипе ушкăн «Çĕр улмине мухтав» агрофирмăн ĕçĕсемпе паллашма кăмăл турĕ. Шăрăх çанталăка пăхмасăрах унти ĕçченсем сухан суйлатчĕç. «Шултра, лайăх çитĕннĕ»,— терĕ министр çумĕ. Валерий Дмитриев тĕп агроном сортсемпе, ăçта сутма яма хатĕрленине пĕлтерчĕ.
Ун хыççăн ушкăн«Турхан» ял хуçалăх производство кооперативĕн йĕтемне çитсе курчĕ. Унта иккĕн кăна — Федор Александровпа Анатолий Медведев — ĕçлетчĕç. «Ыттисем апатра»,— терĕç арçынсем, тырă аллакан агрегата чарса. Каярахпа калаçăва Александра Валетова весовщицăпа Юрий Миронов агроном хутшăнчĕç. Юлашкинчен Йăлмахвари модельлĕ библиотекăна çитсе курчĕç ĕçлĕ ушкăнрисем. Альбина Ефремова заведующи вулавăш çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, малашнехи тĕллевсене те çутатрĕ.
,