АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман ан çунтăр тесен асăрхануллă пулăр

20 августа 2011 г.

Çу кунĕсенче кашнинех вăрмана туртать. Унта уçă сывлăш, çырла-кăмпа татма, пуçтарма май пур. Теприсем канма, шашлăк пĕçерсе çиме те каяççĕ.

Çывăх кунсенче те пăчă çанталăк тăма пултарать. Çавăнпа та вăрманта вут-çулăм сиксе тухас хăрушлăх ÿсет. Пушара сÿнтерме çăмăл мар. Унта чылай çынна, техникăна хутшăнтармалла.

«Шăмăршăри лесничество» ПУра ĕçлекенсем вăрманта çулăм ан алхастăр тесе чылай ĕç тăваççĕ. Профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ. Пушара хирĕç кĕрешмелли инвентаре тата оборудование хатĕрлесе хунă.

РФ Правительстви 2007 çултах ятарлă постановлени кăларнă. Вăл вăрманта пушартан асăрханасси çинчен калать. Кашниех, паллах, ăна тĕплĕн пăхса тухаймĕ. Çавăнпа та тĕп асăрхану, хăрушсăрлăх правилисене шута илме ыйтатăп.

Лăсăллă йывăçсем ÿсекен вырăнта кăвайт чĕртме юрамасть. Предприятисен, организацисен, уйрăм çынсен вăрман çывăхĕнчи типĕ курăка çунтармалла мар. Унти лаптăка йăлара усă курнă ăпăр-тапăрпа та варалас çук. Тепĕр чухне кĕленче ванчăкĕ е бутылка та вут-кăвар патне илсе пыма пултарать.

Юлашки çулсенче ял хуçалăх предприятийĕсен уйĕсенче юлнă улăма çунтарма хăнăхрĕç. Çак ĕçе вăрман çывăхĕнче тума юраманнине асăрхаттарасшăн. Çулăм самантрах йывăçсем çине куçса ÿкме пултарать-çке.

Айăплисене административлă майпа явап тыттарма ирĕк пур.

Пирĕн вăрмана упрамалла, вут-çулăмран сыхламалла. Çавăнпа унта кĕрсен тирпейлĕ пулăр, вăрман пуянлăхне туйăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика