АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне кура хисепĕ

17 августа 2011 г.

Каçал тăрăхĕ паллă çынсемпе пуян. Вĕсем районта кăна мар, хамăр республикăра та, Раççейре те мухтава тивĕçнĕ.

Манăн Дубовкăра пурăнакан Елена Сергеевна Совина çинчен çырса кăтартас килет. 49 çул вăл ачасене пĕлÿ тата воспитани парас ĕçре тăрăшнă. Ăна районта пĕлмен çын çук та пулĕ. Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче вăл 80 çулхи юбилейне уявлать.

Елена Сергеевна 1931 çулта Крестниково салинче çуралнă. 1949 çулта Комсомольскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухса Канашри учительсем хатĕрлекен института кĕрет. Ăна ăнăçлă пĕтерсе Хырай Ĕнелĕнчи 8 çул вĕренмелли шкулта ĕçлеме пуçлать.

Часах вăл Дубовка каччипе, Сергей Кириллович Совинпа, пĕрлешет те 1953 çулта Комсомольскинчи вăтам шкула ĕçлеме куçать. 18 çул тăрăшать вăл çакăнта. Дубовкăран Комсомольскине ĕçе çÿреме пĕрре те çăмăл пулман, кирек мĕнле çанталăкра та вăл çул çине тухнă. Ун чухне автобус, машинăсем те сахал пулнă.

1970 çулхине вара, Дубовкăри сакăр çул вĕренмелли шкула уçсан, унта ĕçлеме куçать. Мĕн тивĕçлĕ канăва ка-йичченех çак шкулта вăй хурать. 17 çул директор çумĕ, юлашки 4 çулĕнче директорта ĕçлет. Елена Сергеевна каçхи шкулăн ĕçне те йĕркелесе пынă.

Е.С.Совина — вырăс чĕлхипе литературин учителĕ. Ачасем çак предмета юратса вĕреннĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» тата «1973 çулхи социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăсемпе, «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăланă. Ачасене воспитани парас ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн чысланă тĕрлĕ Хисеп грамотисене çырса пĕтереймĕн: КПСС райкомĕ, РОНО, профсоюз... Ăна икĕ хутчен ял Совечĕн депутатне те суйланă.

Вăл пĕлÿ панă ачасем хушшинче кам кăна çук-ши; Сутуçăсем, тухтăрсем, вĕрентекенсем, ял хуçалăх ĕçченĕсем, çар çыннисем... Халĕ те ăна кашни уявпа хăй вĕрентсе кăларнă ачасем саламлаççĕ, телефонпа шăнкăравласа калаçаççĕ, сывлăхĕпе интересленеççĕ.

Елена Сергеевнăпа Сергей Кириллович çур ĕмĕр ытла пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем виçĕ ывăл ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Виççĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ, çемьеллĕ. Сашăпа Игорь Шупашкарта, Вова Мускавра тĕпленнĕ. Елена Сергеевнăпа Сергей Кирилловича мăнукĕсем тата мăнукĕсен ачисем те савăнтараççĕ, час-часах килсе çÿреççĕ.

Педагогика ветеранĕ ватлăхне пăхмасăрах пахчара ĕçлеме юратать. Вĕсен садĕнче тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем куçа илĕртеççĕ, вĕлле хурчĕсем те сĕрлеççĕ. Çак туслă çемье ял-йышра пысăк хисепре. Елена Сергеевнăна çывхарса килекен юбилей ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, ăнăçу тата нумай-нумай çул пурăнма сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика