17 августа 2011 г.
Раççей Федерацийĕн суд приставĕсем хăйсен ĕçĕнче 229-мĕш номерлĕ «Исполнительлĕ производство çинчен» федераллă саккунпа усă кураççĕ. Унпа килĕшÿллĕн, парăмçă пирки суд приставĕ ют çĕр-шыва каçассине чарса хума пултаракан йышăну кăларать.
Кăçал эпир çавăн пек йышăну 34 тÿлевçĕ тĕлĕшпе çырса хатĕрлерĕмĕр. Вĕсенчен пĕри хăй ирĕкĕпе парăма парса татнă. 33-шĕ парăмсемпе татăлма шутламаççĕ те.
Суд приставĕсем çапла асăрхаттараççĕ: отпуск умĕн кăмăл ан пăсăлтăр тесен, парăмсене вăхăтра татăр. Ун çинчен ыйтса пĕлес тĕллевпе районти суд приставĕсен уйрăмне паспортпа е çын кам пулнине çирĕплетекен ытти документпа килме ыйтатпăр. 5-15-68, 5-14-38 номер-семпе те ыйтса пĕлме пултаратăр.
Ан манăр: парăма вăхăтра тÿленинчен ырри çук.
Источник: "Каçал Ен"