АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мал ĕмĕтлĕ çамрăк

17 августа 2011 г.

Шалти ĕçсен тытăмĕнче улшăнусем пулнине хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Халĕ районти пакунлă çынсен ĕç вырăнĕ «Россия Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин «Комсомольский» пайĕ» ятлă. Паянхи кун Геннадий Кокшин пай начальникĕн — виçĕ заместитель, вĕсенчен пĕри — Игорь Козлов.

Вăл Комсомольскинче çуралса ÿснĕ. 2001 çулта, вăтам пĕлÿ илсен, Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Шупашкарти филиалне вĕренме кĕрет. «Аслă пичче, Андрей, чылай çул шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленине пула, иккĕленмесĕрех юриста вĕренме кайрăм. Сăмах май, вăл маншăн паянхи кун та ырă тĕслĕх вырăнĕнче»,— тет Игорь.

Пилĕк çул право никĕсне ăса хывнă хыççăн алла диплом илет.

Тĕп хулара студент мăшăрланса çемье çавăрать. Ирина та юрист специальноçне алла илнĕ.

«Пĕрремĕш ĕç кунне, преступлени пулнă вырăна тухса протокол мĕнле çырнине, паянхи пекех ас тăватăп»,— тет Игорь Вениаминович. Хăйĕн наставникĕсене ырăпа асăнать вăл.

И.Козлов, Канаш хулин шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕскер, 2010 çулта районти милицин штаб начальникне куçать.

Мал ĕмĕтлĕ çамрăк аслăрах, пуян опытлă специалистсен канашне тĕпе хурса тăрăшать.

«Ĕçĕ нумай, ан ÿркен кăна. Пакунлă çынсем яланах халăхпа тачă çыхăнса ĕçленĕ. Урăхла май та çук. Обществăлла йĕркелĕхшĕн тăрăшатпăр-çке»,— терĕ шалти ĕçсен службин капитанĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика