13 августа 2011 г.
Çамрăклăх ĕмĕрте пĕрре çеç пулать, çавăнпа та ăна тивĕçлĕ пурăнса ирттерме тăрăшмалла. Чылай çамрăк çапла тăвать те.
Анастасия Шурбина Тукайра пурăнать. Мĕн пĕчĕкренпех вăл спортпа туслă. Тăманлă Выçли, Çĕнĕ Мăрат шкулĕсенче те унсăр пĕр ăмăрту та иртмен. Йĕлтĕрпе ăмăртмалла-и, ирĕклĕ майпа кĕрешме каймалла-и, тĕрлĕрен ăмăртусене хутшăнмалла-и — Настя яланах хатĕр пулнă. Çавăнпа та унăн портфолио тулли тĕрлĕрен грамотăсем, хисеп хучĕсем тата медальсем. Спортпа туслă хĕр районта çеç мар, республика шайĕнче иртекен ăмăртусенче те яланах малти вырăнсенче пулнă. Настя тăрăшса пынипе Тăманлă Выçли, Çĕнĕ Мăрат шкулĕсен чысĕсем яланах çÿлти шайра тăнă. Шкулсенчи физкультура учителĕсем, Евгений Григорьевич Басниковпа Николай Иванович Андреев, халĕ те çамрăк хĕре час-часах ырăпа аса илеççĕ. Настя Чулхулари Шалти ĕçсен министерствин академийĕнче вĕренет. Паллах, унта пĕрре те çăмăл мар, анчах та хĕр питĕ тăрăшуллă. Вĕренÿре те, спортра та вăл яланах малти ретсенче. Малашне те ăна вĕренÿре, спортра çитĕ-нÿсем тума сунатăп. Хăй суйласа илнĕ çула вăл тивĕçлипех утса тухма пултарĕ тесе шутлатăп.
Чăнах та, çамрăк ăру — пирĕн пуласлăх. Вĕсене ĕненмелле тата шанмалла.
Источник: "Каçал Ен"