АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалăхăм, ăçта-ши эсĕ?

13 августа 2011 г.

Ачалăх иртсе кайсан, пысăк çын пулса пурнăç çулĕ çине тухсан çеç эпир çав вăхăта каялла тавăрасчĕ тесе аса илетпĕр.

Ÿссе çитнĕçемĕн, иртнине çаврăна-çаврăна пăхса, çавна-çавна тăвайманнишĕн, хаклă вăхăта мĕн чухлĕ сая янишĕн пирĕнтен кашниех ÿкĕнсе илнĕ-илнех. Пĕр енчен, ачалăхăн хăйĕн илĕртÿлĕхĕ: шухăшсăрлăх, явапсăрлăх, вăйă-кулă, вĕренÿ... Тепĕр енчен, шăп çак вăхăтра пурнăç тĕллевне лартасси, пуласлăхăн никĕсне хывасси вăй илсе аталанма пуçлать. Ачалăх кашни çыннăн тĕрлĕрен. Аслă ăру çыннисем, сăмахран, ăна куççульпе аса илеççĕ. Тăван çĕр-шывшăн йывăр вăхăт пулнă май, вăрçă çулĕ-сене кура, вĕсем пĕчĕклех ĕçе кÿлĕннĕ. Аталаннă социализм тапхăрĕнче ÿснисем пионер лагерĕсене тÿлевсĕр путевкăпа кайнине, ăçта пĕлÿ илес тенĕ, çавăнта укçасăр вĕренме кĕнине ырăпа çеç аса илеççĕ. Ĕç пирки те чăрмавсем пулман. 21-мĕш ĕмĕрĕн çамрăк ăрăвĕ хăйне паян мĕнле туять-ши;

Никамшăн та вăрттăнлăх мар — ача-пăчамăрта агресси палăрма пуçларĕ. Хĕрхенÿ туйăмĕ пĕтсе пыни куç кĕрет. Компьютерпа хаяр, усал вăйăсем выляни, тискер фильмсем пăхни вĕсен психикине япăх витĕм кÿнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Хăшĕ-пĕри хăйĕн тавлашăвне, хирĕçÿлĕхне юлташĕсемпе хутшăннă чухне, ашшĕ-амăшĕпе, аслисемпе, вĕрентекенсемпе калаçнă вăхăтра та пытараймасть. Паллах, психологсем çыннăн характерне шута илме ыйтаççĕ. Ку тĕрĕсех. Гиппократ тĕпчевĕ тăрăх, организмри 4 шĕвекрен темперамент мĕнле пуласси килет: сангвиник — юн (кровь — сангвис), холерик — ват хăмпи (желчь — холе), флегматик — лăймака (слизь — флегма), меланхолик — хура ват хăмпи (черная желчь — меланхоле). Темпераментне кура хăш-пĕр ача питĕ шухă, лара-тăра пĕлмест. Калаçу вăхăтĕнче аллисемпе хăлаçланать, çынпа хутшăнмасăр пурăнаймасть, пуçланă ĕçе вĕçне çитерет. Енчен те кăсăклантаракан япала пулмасан, ăна тунсăх пусать. Кун йышши çын вăл — сангвиник.

Холериксем вара пур савăнăçа, хуйха-суйха,тунсăха чĕре витĕр кăлараççĕ. Вĕсен пĕр-пĕр ĕç тума чĕнекен туртăм (импульс) вăйлă аталаннă. Хĕрсе кайнă самантра тем туса хума та пултараççĕ, тепĕр кун вара куншăн питĕ ÿкĕнеççĕ.

Флегматиксем хăйне май питĕ мĕшĕлти тата лăпкă. Кашни утăма виçсе тăваççĕ. Хăйсен идеалĕсем, кăмăл туртăмĕ пирки çирĕппĕн тăраççĕ, мĕн тÿссе ирттернине нăйкăшмасăр йышăнаççĕ.

Меланхоликсем пурнăçри кашни вак-тĕвекшĕн пăшăрханаççĕ. Татса памалли пур ыйтăва, хуйха хăйсенче тытса çÿреççĕ. Вĕсем сăпайлă, аманчăк та ачаш чунлă. Хăйсен интересĕсене часах ылмаштарма хатĕр, ыттисен витĕмне хăвăрт кĕрсе ÿкесси пур. Çакăн евĕрлĕ темпераментлă çын кама та пулин килĕштерсе пăрахрĕ пулсан, юратăва пула вилме те хирĕç мар. Пĕчченех, никама чунне уçмасăр, тунсăхлама, нушаланма пултарать.

Характерăн уйрăм пĕр типĕ пулма пултараймасть. Çынсенчен ытларах пайĕ — флегматиксемпе сангвиниксен хутăшĕ.

Характер ача çураличченех никĕсленет. Генотип мелĕпе унра ашшĕ-амăшĕн, аслашшĕ-асламăшĕн, кукашшĕ-кукамăшĕн генĕсем упранаççĕ. Пепке çут тĕнчене килнĕ чух хĕвел тытăмĕнчи ытти планетăсем мĕнлерех вырнаçни те пысăк пĕлтерĕшлĕ теççĕ. Характерăн пĕтĕмĕшле енĕсене тĕпрен улăштарма çук, анчах «кĕтессене» якатма пулать. Урăхла каласан, тавра курăма ÿстерме, ырăпа усала уйăрма тата ыттине те ачаран вĕрентсе пымалла. Кашни этемĕн хăйĕн темпераментне уйăрма пĕлмелле. Çакă професси суйласа илме, авланма е качча тухма, ытти çынсемпе кон-фликта лекесрен сыхланма, упранма кирлĕ.

Эпĕ ахальтен характер пирки сăмах хускатмарăм. Ача садне çÿрекенĕн, шкулта вĕренекенĕн ашшĕпе амăшĕ хăйсен пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕпе пĕр чĕлхе тупайманни пурнăçра час-часах тĕл пулать. Кун пек чухне воспитательсемпе, учительсемпе, психологсемпе канашлаççĕ. «Хамăр пĕр ачанах ăнланаймастпăр, эсир пĕр класпа мĕнле ĕçлетĕр;»— тесе тĕлĕнĕвне пытармаççĕ.

9-мĕш класра вĕренекен Лиля хăй 16 çул тултарнине юлташĕсемпе дачăра паллă тăвасшăн. Тантăшĕсене кун пирки сăмах та панă. Анчах хĕр ачан амăшĕ çакна питĕ хирĕç. Ун шучĕпе унта эрех-сăра та пулать, кайран...

Лиля куççульпе йĕрет. Анне мана шанмасть, халĕ юлташсем умне мĕнле курăнмалла тет. Ÿссе пыракан хĕре пÿлĕме питĕрсе лартнипе кăмăл-сипетне упраса хăвараймăн. Ку тĕрĕс воспитани тесе калас килмест.

Хĕр ачана шанмаллах, панă сăмаха тытма пулăшмаллах. Амăшĕпе уйрăммăн калаçса илни, ыйтăва пĕрле тишкерни ĕçе йĕркеллех татса пачĕ. Çуралнă кун чиперех иртрĕ, пурте кăмăллă. Яланах начарринчен хăраса лармалла мар. Ачасене шанма та пĕлес пулать.

Çак лару-тăрăва тепĕр çулпа ярса пăхар-ха. Амăшĕ хирĕçленине пăхмасăрах, Лильăпа юлташĕсем пур пĕрех уяв каçне пуçтарăнĕччĕç (хĕр ачан ашшĕ урăх çемьере, анчах тăван тĕпренчĕкне укçапа пулăшать).

Чунтан кÿреннĕскершĕн амăшĕ тăшман пулса юлма пултаратчĕ.

Кунта, паллах, темперамента шута илмелле. Лиля — яланах малтисен шутĕнче. Вĕренме те, спортра та. Хăйне кÿрентерме никама та ирĕк памасть. Кирлех пулсан тавлашăва та кĕрсе каять. Вăйлă характерлă хĕр ача хăй мĕн шутланине пур пĕрех пурнăçа кĕртет.

Çемçе кăмăлли, кÿренĕве чăтаймасăр, хăй çине алă хума пултарать. Çакăн пек тĕслĕх, шел пулин те, пурнăçра час-часах тĕл пулать. Çавăнпа та ача хурланать-и, савăнать-и, вăл мĕнле сывлăшпа сывлать — ашшĕ-амăшĕн сăнамалла.

Çамрăк чуна вăхăтра пулăшу пама пĕлмелле. Ятласа, йĕкĕлтесе тăкасси вăл çăлăнăç мар. Енчен те килте, çемьере харкашу, çапăçу пулсан, аслисем ялан ÿсĕр çÿресен — ача-пăчана çухатма та пулать. Килтен тухса тарса çапкаланса çÿрекенсем, хăйсем çине алă хуракансем йышланчĕç юлашки вăхăтра.

Тепĕр çемьере, калăпăр, пурте пур. Ача мĕн ыйтнă — çавă ун валли. Ку пулăм та йĕркеллех мар. Янтăпа усă курса, ачан тĕллевĕ пулмасть. Юлашкинчен, романтика шыраса, килтен тарма шут тытать.

Пире хамăра яланах çапла вĕрентнĕ: мĕн те пулин хăв илес тетĕн пулсан — ăна ĕçлесе илмелле. Йывăр-и, çăмăл-и — шкулта вĕреннĕ вăхăтрах йĕтем çинче тырă типĕтнĕ. Фермăра аннесене пулăшнă. Укçана тар кăларса ĕçлесе илнĕрен ăна кирлĕ-кирлĕ маршăн тăкакламан.

Ача-пăча ÿстересси чăх-чĕп çитĕнтересси мар. Унăн тĕнчи мĕнлерех? «Çанталăк» уяр-и е ăмăр-и? Аслисен çакна пĕлсе тăмалла. Савăнăçпа хуйха-суйха та пĕрле пайламалла. Ачасемшĕн вара шкулта «2» паллă илни те, сивĕ сăмах илтни те инкек вырăнĕнче пулма пултарать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика