АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Агитбригада çула тухрĕ

13 августа 2011 г.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче халь хĕрÿ тапхăр — çĕр ĕçченĕсем ăнса пулнă тыр-пула тирпейлесе кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. Хирте çеç мар, йĕтемсенче те ĕç вĕресе тăрать. Кунта вăй хуракансене хавхалантарас тесе районти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи агитбригада çак кунсенче çула тухрĕ. Культура ĕçченĕсем кĕске хушăрах 13 ял хуçалăх кооперативĕн йĕтемĕсем çине çитме ĕлкĕрчĕç. Ял ĕçченĕсем вĕсене хапăлласах кĕтсе илчĕç. Владимир Павлов, Лариса Носова, Валентина Курицына, Альбинăпа Виктор Кокшинсем, Валентина Тимофеева юрланă юрăсем куракансен кăмăлне кайрĕç. Альбина Кокшинапа Лариса Носова каласа панă шÿтсене, Валентина Тимофеевăпа Юлия Федорова лартнă сценкăна та хаваспах йышăнчĕç. Культурăпа кану центрĕн директорĕ Сергей Журавлев йĕтем çинче тăрăшакансене ырлăх-сывлăх, ăнăçу, ĕçре çитĕнÿ сунчĕ. Вĕсем те парăмра юлмарĕç, агитбригада ушкăнне тав сăмахĕсем каларĕç, халăха тата та хавхалантарма пултарулăх, çĕнĕ вăй-хал сунчĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика