АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем çурт-йĕр çĕклеççĕ

13 августа 2011 г.

Районта строительство ĕçĕсем пĕрре те чарăнмаççĕ. Пысăк организацисем те, колхозсем те çĕнĕрен çĕнĕ объектсем çĕкленĕ. Вĕсенче çĕршер çын вăй хунă. Юлашки çулсенче вара тĕрлĕ сăлтавсене пула пысăк объектсемпех ĕçлемеççĕ. Кунта ытларах укçа-тенкĕ ыйтăвĕ тĕп вырăнта тăрать. Çапах паянхи кун та строительсем ĕçсĕр лармаççĕ. Нумаях пулмасть эпĕ «Комсомольская МСО» АХО ĕçченĕсем Кабалин микрорайонĕнче хăпартакан 3 хутлă, 18 хваттерлĕ çурт патĕнче пултăм. Унта тăрăшакансемпе курса калаçрăм. Кĕçех строительсен кунĕ çитнипе, паллах, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, кун-çулĕ пирки сăмах ытларах пулчĕ. Ку организацире вăй хуракансен районта пурнăçламан объект та юлман пулĕ. Тамара Яковлева, Людмила Чернова, Антонина Агашова, Зейтуна Атдинова штукатур-малярсене юриех çак ыйтăва патăм. «Пурне те асăнса пĕтерес тесен чылайччен сăмахламалла. Пĕр тĕлтен тепĕр çĕре васкаса куçарнă. Палăртнă вăхăт тĕлне объекта ĕçе кĕртмелле пулнă-çке.

Кирек мĕнле çанталăк условийĕсенче те ĕçленĕ. Хамăрах раствор тунă, хамăрах йăтса хăпарнă. Пĕр сăмахпа каласан, тĕрлĕ ĕç тума тивнĕ. Ÿркенсе тăман»,— терĕç вĕсем. Хастар ĕçшĕн, пултаруллă пулнăшăн каменщиксем сахал мар наградăна тивĕçнĕ. Пурте стройкăра 20—40-шер çул тăрăшаççĕ. Вăл çулсенче мĕнле çеç çурт «килĕшÿллĕ тум» тăхăнман-ши? Шăпах штукатур-малярсем каменщиксем купаласа лартнисене сăн кĕртеççĕ.

Людмила Антоновăпа Вера Акчуринан ĕç стажĕ те пĕчĕк мар. Вĕсем тепĕр хутра ĕçлетчĕç те, тĕплĕн калаçса тăма май килмерĕ. Пĕрле тăрăшакансем тăрăшуллă штукатур-малярсем пирки мухтаса калаçрĕç.

Çурт купалакансен бригадине Александр Калашников ертсе пырать, ĕçе йĕркелесе тăрать. Вăл Александр Школьников, Нурислам Миниханов, Александр Григорьев, Николай Чернов, Инсаф Сагиров, Нажеми Салахутдинов, Алексей Копташкин каменщиксем шаннă ĕçре пултаруллă пулнине палăртрĕ.

Строительсем пархатарлă ĕç тăваççĕ. Çынсем валли çурт-йĕр çĕклеççĕ. Вĕсен ĕçĕ çăмăл мар. Районти пĕтĕм строительсене уяв ячĕпе саламлатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика