10 августа 2011 г.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем кунсеренех пиçсе пыраççĕ. Яланах паянхи пек уяр та янкăр çанталăк тăмĕ. Вĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пуçтарса кĕртмелле. Районти ял хуçалăх предприяийĕсем ку енĕпе çине тăрсах тăрăшаççĕ. Пур хуçалăхра та вырма ĕçĕсем кал-кал пыманнине палăртмалла. Ку вăл тĕрлĕ сăлтавсемпе çыхăннă. Пĕр çĕрте техника хатĕрĕсем çитмеççĕ, тепĕр тĕлте ĕç вăйĕ çителĕксĕр. Çапах та кăткăс лару-тăруран тухмалли çул-йĕр тупса мĕн çитĕнтернине тĕрĕс-тĕкел пуçтарса илесшĕн.
Августăн 9-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем 4123 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем вырнă. Ку пĕтĕмпе пухса илмелли лаптăкăн 34 проценчĕ пулать. Республика шайĕпе те асăннă кăтарту япăх мар. 3514 гектарне çапса тĕшĕленĕ. Хальлĕхе вăтам тухăç кашни гектар пуçне 27,2 центнерпа танлашать.
Пĕр вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçсем каплансах каяççĕ тесен те тĕрĕсех пулĕ. Тĕш тырра та пуçтарса кĕртмелле, уттине те çулмалла, сенаж хывмалла... Пур ĕçе те туллин çырса кăтартаймăн, ял ĕçченĕ ăна лайăх пĕлет.
Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлессине те хăвăртлатмалла. Хăш-пĕр çĕрте тыр-пултан пушаннă хирсене сухалакан тракторсем те тухнă. Вĕсем кĕрхи çĕртме тăваççĕ.
Ĕçсене хăвăртлатасчĕ, пурнăçламаллине кая хăварас марччĕ.
Источник: "Каçал Ен"