АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывăн турачĕ çук

06 августа 2011 г.

Шăрăх та пăчă çанталăкра чылайăшĕ шыв хĕрринче канма, унта ишсе-чăмпăлтатса кĕлеткине уçăлтарма тăрăшать. Паллах, шыв объекчĕсенче ытти чухне те инкексем пулаççĕ-ха, анчах хĕвел хĕртсе пăхнă вăхăтра шывра путса вилекенсен шучĕ пушшех те ÿсет.

Акă РФ прокуратури çумĕнчи Следстви комитечĕн следстви управленийĕн Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи следстви уйрăмĕнче икĕ арçын шывра путса вилнĕ пирки тĕрĕслев материалĕсем пур.

Малтан палăртнă тăрăх, арçынсем ÿсĕр пулнă. Мĕне пула инкек сиксе тухнине каярахпа судпа медицина экспертизи тĕрĕсрех палăртĕ.

Шывра асăрхануллă пулăр, унăн турачĕ çук тенине яланах асра тытăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика