06 августа 2011 г.
Пурнăçра чылай чухне инкек-синкек хамăртанах килет: е асăрханса çитерейместпĕр, е пĕлсе тăрсах йĕркене пăхăнмастпăр. Çул çинчи автоаварисен сăлтавĕ те çавăнпах çыхăннă.
Кăçал январь – июль уйăхĕсенче район территорийĕнче 21 автоавари пулнă. Инкексен шучĕ пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 1 тĕслĕх ÿснĕ. Аварисенче 6 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 26-шĕ вара аманнă.
Кашни çыннăн урамра çуран утнă чухне те çул-йĕр правилисене пăхăнмалла. Автомашина çитиччен çул урлă каçса ĕлкĕрĕп тесе шутламалла мар. Çичĕ уйăхра пулнă мĕн пур аварисенчен пĕри — çуран çÿрекенĕн айăпĕпе.
Çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнччăр, йĕркене хăнăхчăр тесе районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕсем тăтăшах тĕрлĕ операци йĕркелеççĕ.
Нумаях пулмасть кăна «Пешеход» операци ирттертĕмĕр. Çул-йĕр правилисене пăхăнмасăр çул урлă тĕрĕс мар каçакансене пурне те штрафларăмăр.
Водительсем чылай чухне кирлинчен пысăк хăвăртлăхпа çÿресе йĕркене пăсаççĕ. Уйрăм çынсем çеç мар, автобус водителĕсем те çапла иртĕнеççĕ.
Канăçсăрлантаракан тепĕр ыйту вăл — çула тухакан водительсем эрех ĕçни. Ÿсĕр çын руле çирĕп тытманни каламасăрах паллă ĕнтĕ. Çулталăк пуçланнăранпа икĕ авари шăпах водительсем ÿсĕр пулнипе çыхăннă. Скутерпа çÿрекен 1 авари тунă.
Водительсем, çуран çÿрекенсем, çул çинче пĕр-пĕрне хисеплĕр, яланах тимлĕ пулăр.
Источник: "Каçал Ен"