06 августа 2011 г.
Ял çыннишĕн çуллахи вăхăт — питĕ хĕрÿ тапхăр. Унăн пахчана çум курăкран тасатса тăмалла, сиенлĕ хурт-кăпшанка пĕтерме ĕлкĕрмелле, куллен ĕçе те çÿремелле. Çав вăхăтрах вăрмана çитсе çырли-кăмпине пуçтарма та вăхăт тупмалла. Чи пысăк та йывăр ĕçсенчен пĕри вăл — утă хатĕрлесси. Выльăх-чĕрлĕхе мĕнле тата мĕнпе тăрантарнинчен сăвăм, аш-какай тухăçлăхĕ чылай килет. Хушма хуçалăхра ытларах нумай çул ÿсекен курăксем акса ÿстереççĕ. Клеверпа люцернăна ĕнесем чăннипех те килĕштереççĕ. Шел те, козлятник текен курăк çынсен ани çинче курăнсах каймасть-ха хальлĕхе. Сĕлĕпе вика хутăшне кашни çул туса илме питех те хакла ларать, çавăнпа та ăна ÿстерекенсем сахаллăн.
Выльăхăн хĕллехи рационĕнче утă çителĕклĕ пулмалла. Ăна кăштах чакарни сăвăма çеç мар, сĕтри çу виçине те ÿкерет. Мăйракаллă шултра выльăхшăн çаран ути те питĕ паха апат пулнине палăртаççĕ специалистсем. Паллах, комбикорм, тулă хывăхĕ, вĕтетнĕ сĕлĕ пани те питĕ кирлĕ. Апат тăварĕ куллен 70 грамм пама юрать. Ял çыннисем ирсерен тулли витресемпе (хăшĕсем флягăпах) патшалăха сĕт пама тухаççĕ. Çапла майпа çемье кĕсйине хушма укçа кĕртмелли çăл куç çакă. Анчах хушăран хĕрарăмсен кăмăлсăр калаçăвне те илтме пулать. Паллах, пуçтаракан сĕт хакĕ никама та тивĕçтермест, мĕншĕн тесен вăл питĕ йÿнĕ. Укçа шутне чакаракан тепĕр сăлтав — сĕтри çу виçи пĕчĕк пулни. Вăл вара нумай чух ăратран килнине шута илсех каймастпăр. Пахча çимĕç акас-лартас умĕн эпир унăн сорчĕпе интересленетпĕр-çке. Апла пулсан, выльăх ăратне çĕнетес тесе çине тăрса тăрăшмалла.
Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче теççĕ. Çуркунне выльăхсене улăх-çарана кăларсан ÿссех çитмен ешĕл апат çинче ытларах çÿренĕ пирки сĕтри çу хисепĕ сахалтарах пулать. Çавăнпа та вăл вăхăтра выльăхсене комбикормпа тăрантармаллине манса каяс марччĕ. Анчах та ĕне пăруличчен 1,5—2 уйăх малтан, пăруланă хыççăн тепĕр уйăх вĕсене çак хутăш апата çитерме юрамасть, мĕншĕн тесен вăл тапхăрти калори виçи пысăк пулнăран тĕрлĕ чир аптăратма пултарать теççĕ зоотехниксемпе ветеринарсем.
Çу виçи ĕнене шурлăх ути, купăста çулçи, йÿçек апат (силос) çитерсен те чакать. Çапла вара выльăх-чĕрлĕх рационĕ мĕн чухлĕ пуян та расна, çавăн чухлĕ сăвăм тата сĕтри çу хисепĕ пысăкрах пулĕ.
Паллах, пур чĕр чун та ачашлăха юратать. Ĕне сума лараканăн хăйне лăпкă тытмалла. Хуçан кăмăлĕ çуккине, вăл сассине хăпартнине выльăх тÿрех туйса илет.
Ĕне çине алă çĕклеме, урапа тапма та тăхтамалла, мĕншĕн тесен ку вăл уншăн хăйне май стресс. Чĕтресе, хăраса ÿкнĕскер, сĕтне антармасан та пултарать. Çакна çамрăк кил хуçисен шута илмеллех.
Источник: "Каçал Ен"