АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Рамадан уйăхĕ

06 августа 2011 г.

Пирĕн районта тĕрлĕ халăх çынни тĕпленнĕ. Калаçăвĕ çеç мар, тĕн ĕненĕвĕпе йăли-йĕрки те вĕсен расна. Апла пулин те чăвашсем, вырăссем, тутарсем пĕр çемьери пек туслă, килĕштерсе пурăнаççĕ. Пĕр-пĕрин çинчен пĕлмелли, кăсăкли вара питĕ нумай.

Августăн 1-мĕшĕнчен мăсăльмансен Рамадан уйăхĕ пуçланчĕ. Ун умĕн кăшт маларах Саудови Арави, Египет, Иордани, Катар, Пĕрлешÿллĕ Араб Эмирачĕсем тата Йемен çĕр-шывĕсенчи ислам тĕнне тытса пыракансем тÿпере çамрăк уйăх тухнине пĕлтерчĕç. Çакă вăл лăпкăлăх, сăпайлăх, килĕшÿпе ĕненÿ тапхăрĕ пуçланнине палăртать. Çак кунсем мăсăльмансемшĕн уйрăмах питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пĕр уйăхлăха вĕсен пурнăçĕ тĕпрен улшăнать.

Аллаха ĕненекенсем (тутарсем, пушкăртсем, узбексем, туркменсем, казахсем, турккăсем, азербайджансем, арабсем тата ыттисем те) Рамадан пуçланичченех нумай хатĕрленеççĕ. Хĕрарăмсем апат-çимĕç туянса хураççĕ, арĕсем уяв вăхăтĕнчи тĕл пулусем валли парнесем шыраççĕ. Рамадан вăхăтĕнче Аллах кашни çын шăпи пирки йышăну тăвать имĕш. Çавăнпа та уйрăмах çак уйăхра кĕлĕ тумалла, хăвна йĕркеллĕ тытмалла, ыттисене хисеплемелле. Типĕ вăхăтĕнче пур тавлашăва, кÿренĕве манмалла? тăшмансен хĕç-пăшала шаларах чикмелле (пытармалла), туссен пĕр-пĕрне ырă суннине тутлă апат-çимĕçпе сăйласа палăртмалла. Чи кирли — нишлисемпе чухăнсене, çука юлнисене пулăшасси. 30 куна пыракан типĕре мăсăльмансем кун çутипе апат çимеççĕ. Вăл 14—15 сехете тăсăлать. Нумай араб çĕр-шывĕнче çак уйăхра офиссен, патшалăх структурисен, ресторансен, магазинсен ĕç йĕрки улшăнать. Кунта кунĕпех шăплăх хуçаланать. Хĕвел ансан çеç пурнăç «чĕрĕлет». Çак вăхăтра ĕçсе çиме, савăнма, телесериалсем пăхма, концертсене çÿреме юрать. Рамаданра тĕне ĕненекенсем Меккăна паломник пулса каяççĕ. Уйăха пыракан типĕ Ид уль-фитр уявĕпе вĕçленет. Вăл Рамадан юлашки кунĕнче хĕвел ансан пуçланать те икĕ куна тăсăлать. Ăна Шавваль тесе ят панă.

Паллах, хамăрпа юнашар пурăнакан халăхăн культурине, тĕнпе çыхăннă йăли-йĕркине пĕлме питĕ интереслĕ. Тутарсемпе çума-çумăн ларса ĕçлетпĕр, калаçатпăр пулсан, вĕсемпе кăсăкланатпăрах.

Эп сăнанă тăрăх, пирĕн кÿршĕсем хăйсен халăхне, чĕлхине питĕ хисеплеççĕ. Ваттисемпе çамрăккисен хутшăнăвĕсене курса ырламалли çеç юлать. Тутар ачи хăйĕн тăван чĕлхине те, вырăсла та, акăлчанла та, çав вăхăтрах чăвашла та (ЧР патшалăх чĕлхи пулнă май) тăрăшса вĕренет. Темшĕн-çке чăн чăвашла сăмахлакан ашшĕ-амăшĕн хĕр-ывăлĕ мана ку чĕлхе кирлĕ мар тесе хирĕçлет. Икĕ чĕлхе — икĕ ăс, виçĕ чĕлхе — виçĕ ăс тесе ахальтен каламан. Мĕн чухлĕ нумайрах пĕлетĕн, çавăн чухлĕ лайăхрах. Хамăрăн тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентеймерĕмĕр пулсан юратнă тĕпренчĕксем ашшĕ-амăшне хисеплĕç-ши? Тĕн-ĕненÿ пирки те тарăннăн шухăшламастпăр. Те вăхăт çук пирĕн, тен, ытларах — кăмăл; Турра ĕненни çынна тĕрĕс воспитани парать, малашлăха ĕненсе, шанса пурăнма пулăшать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика