03 августа 2011 г.
Ибинабин Яфизов «Кызыл сабанча» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче газоэлектросварщикра тăрăшать. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та килте алă усса лармасть вăл.
Ибинабин 8 класс пĕтерсен Комсомольскинчи «Сельхозтехникăра» вĕренсе тракторпа ĕçлеме ирĕк паракан документ алла илет. Ун хыççăн «Знамя» колхозра трактористра ĕçлет. «Çамрăкранах техника патне туртăннă. Ывăннине пĕлмесĕрех иртен пуçласа каçчен уй-хирте тар тăкнă. Ун чухне хуçалăхра хальхи пек 1—2 трактор кăна пулман. Хире тухсан ăмăртмалла ĕçлеттĕмĕр»,— аса илчĕ çамрăклăхне Ибинабин Мингалиевич.
Тăван колхозра пĕр çулталăк механизаторта тăрăшсан Новосибирск хулине ĕçлеме тухса каять, унтанах çар ретне тăрать. 2 çул хĕсметре пулнă хыççăн çав хуланах таврăнать.
1977 çулта И.Яфизов тăван ене яланлăхах пурăнма килет, колхозра ĕçлеме пикенет.
Ибинабин Мингалиевича ĕçри хастарлăхшăн ертÿçĕ пĕр хутчен кăна мар Хисеп грамотисем тата Тав хучĕсем парса чысланă. «Ылтăн алăллă çын» теççĕ ун пирки ĕçтешсем.
Паянхи кун И.Яфизов пĕчченех хуçалăх тытса пурăнать. Тĕрлĕ пахча çимĕç ÿстерет, пăру та тытать.
«Мăшăрăм çумра çук та, çурт та пушă пек туйăнать. Пĕччен пурăнма, паллах, кичем. Юнашар ăнланакан, хисеплекен хĕрарăм пулсан тем пекехчĕ»,— терĕ вăл ĕмĕтленсе.
Источник: "Каçал Ен"