АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрех-сăра тус ан пултăр

03 августа 2011 г.

Шкулта пĕлÿ пухнă чухне ялпа хулан уйрăмлăхĕ пĕтет тесе вĕрентетчĕç. Ача-пăча пулнă май çакна ăнлансах пĕтерейместĕмĕр. Шупашкара тăвансем патне хăнана кайсан мороженăй илсе çитерни асра юлнă. Урамрах квас сутни шăпăрлансемшĕн хăйне май интереслĕччĕ. Çĕнĕ Шупашкарти вăрăм черете тăрса апельсин туяннине те манман. Пысăк лавккасене кĕрсен пăхса çÿрес килетчĕ. Каникулта колхозра ĕçлесе илнĕ укçапа шкула кайма кирлĕ япаласем туянаттăмăр.

Эпир, иртнĕ ĕмĕрĕн 70—80-мĕш çулĕсенчи ача-пăча, ытла та тĕллевлĕ, ĕçчен, яваплă ÿснĕн туйăнать. Пионер, комсомол организацийĕсенче тăни çапла пулма хистенĕ пуль. Пирĕнтен нихăшĕ те эрех-сăра ĕçесчĕ тесе çăвар уçман. Клуба та çÿренĕ, ташă каçĕсем йĕркеленĕ. Халĕ вара йăлтах урăхла. Инçе çула тухмасăрах шывне, мороженăйне, кăнтăр çимĕçĕсене туянма пулать. Тумтир енчен те пурте капăр. Пурăнмалли çурт-йĕр те килсерен питĕ чаплă, хăтлă. Чăннипех те хулапа ял уйрăмлăхĕ пĕтрĕ-ши вара тесе шутлатăн.

Пурнăç вăл тип-тикĕс çулпа пыма пултараймасть. Унăн тумхахĕ, шăйрăкĕ, кукăр-макăрĕ чылай. Шел пулин те, хамăра пăшăрхантараканни тупăнсах пырать.

Çамрăк ăру сиенлĕ йăласемпе туслашса пыни уйрăмах шухăшлаттарать. Ял-хула лавккисенче тĕрлĕ кĕленчеллĕ эрех-сăра йăлтăртатса ларать. Телевизорпа кăтартакан, хаçат-журналта пичетленекен рекламăсем пуçа минретекен усал шĕвеке ĕçме илĕртеççĕ. Ача-пăча çакна асăрхамасăр хăвармасть. Хăш-пĕр чух аслисенчен те тĕслĕх илме пулать. Пĕррехинче урокра пиллĕкмĕшсемпе мухтавлă ентешĕмĕр В.И.Чапаев çинчен калаçатпăр. Ун ячĕпе пирĕн тĕп хулара мĕн-мĕн пур тесе ыйтсан пĕрремĕш хурав параканĕ эрех терĕ. Урам, музей, палăк темшĕн ун пуçне чи малтанах пырса кĕмерĕç. Ачан хуравĕ те тĕрĕс, те тĕрĕс мар? Лавккана кĕрсе пăхма тиврĕ. Вĕренекен йăнăшман иккен. Çитĕнекен ăру эрех-сăра, пирус еннелле туртăнни сисĕнмеллипех сисĕнет. Хăш-пĕр çамрăксем экзамен вăхăтĕнче пĕр вăтанмасăр, пытармасăр «Туртса кĕме юрать-и?» тесе ыйтни тĕлĕнтерме пăрахмасть. Организм çав тери хăнăхнăран унăн сиенлĕ те наркăмăшлă тĕтĕмне нумай вăхăт çăтмасăр чăтаймаççĕ хăшĕ-пĕрисем. Пирус туртмасăр пуç ĕçлемест тенине вара пачах ăнланма çук.

Сывлăх — чи хаклă пуянлăх тетпĕр тăтăшах. Эрех-сăрапа, пируспа пуçа минретекенĕн шухăшлавĕ, тыткаларăшĕ ыттисенчен питех те расна. Вĕсем час тарăхаççĕ, ĕçе вĕçне çитерме чăтăмлăх çитереймеççĕ, час-часах кÿренсе тавлашаççĕ. Ар çын ачасемпе пĕрлех хĕр пĕрчисем те сиенлĕ йăласене хăвăрт хăнăхаççĕ.

Физкультура урокĕсенчен темрен хăранă евĕр сехĕрленеççĕ. Чупма, выляма вĕсен вăй-хал сахалли сисĕнет.

Ял çамрăкĕсем пур пĕрех сăпайлă тесшĕн эпĕ. Паллах, намăс-симĕсе çухатнă пĕр-ик çыншăн пурне те хурламалла мар. Йĕркене пăснă каччă е хĕр пирки ашшĕ-амăшĕ çеç мар, тепĕр кунах кÿршĕ-аршă, ял-йыш пĕлме пултарать. Усал хыпар утпа çÿрет теççĕ. Паллах, шкулпа çемье воспитани ĕçне туса пыраççĕ. Кунсăр пуçне ял пурнăçĕ хăех йĕркеллĕ пулма хистет.

Çуллахи вăхăтра хула ачи-пăчи асламăш-кукамăш патне канма килет. Вĕсем, ирĕке тухнине сиссе, сиенлĕ йăласемпе иртĕхме пултараçĕ. Аякри хăнасемпе туслашакан çамрăксен ашшĕ-амăшĕн яланах сыхă пулмалла. Кам пĕлет, тен, наркоман вăл;

Ялсенче лавккасем, кафесем, киосксем çĕрлеччен ĕçлеççĕ. Шел те, каçхи хăнасем шутĕнче вара — çул çитмен çамрăксем те. Мĕншĕн ĕçетĕр тесе ыйтсан вĕсем, капла ташлама хаваслăрах, хамăра хăюллăрах туятпăр, теççĕ. Ман шутпа, клубсенче хăлхана çуракан юрă-кĕвĕ ярса панипе çеç çырлахмалла мар. Тĕрлĕ вăйă-конкурс ирттермелле. Çамрăксемпе ĕçлекен клуб ĕçченĕсен çакăн евĕрлĕ мероприятисем, сценарисем валли ятарлă папка пурах ĕнтĕ.

Тупăш тăвас тесе сутуçăсем çул çитмен çамрăксене эрех-сăра, пирус сутма хăраманни тĕлĕнтерет. Вĕсен кашни утăмне никам та тĕрĕслесе тăраймĕ. Анчах Патшалăх Думи йышăннă саккуна пăхăнмаллах. Ăна пăсакансен ача-пăчана темиçе хут та алкоголь продукцийĕсене сутнăшăн 80 пин тенкĕлĕх штраф тÿлеме лекет е тата юсанса ĕçлеме икĕ çул тивет. Ачасене пĕр хутчен сутнă эрех-сăрашăн сутуçăсене 5 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ, лавккасене — 100 пин тенкĕлĕх. Çакна та манас марччĕ: сăра алкоголь шĕвекĕ шутланать.

Паллах, эрех-сăра ача-пăчашăн çеç мар, аслисемшĕн те тус ан пултăр. «Симĕс çĕлене» пула мĕн чухлĕ инкек пулассине яланах асра тытасчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика