АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шаннă çĕрте маттур, килте те пăрчăкан пек вăр-вар

03 августа 2011 г.

И.Зайцева Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ. Виçĕ ача пулнă вĕсен çемйинче, Ирина вара — чи асли. Кĕçĕннисемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулма тăрăшнă вăл. «Ĕçрен нихçан та хăраман. Çуллахи кунсенче аслисемпе пĕр танах тăрса каçалăк çинче ĕçленĕ, хĕллехи вăрăм каçсенче алса-чăлха çыхнă»,— аса илчĕ Ирина.

Шкулта та лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă вăл. Уйрăмах чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене тăрăшса вĕреннĕ. Чăвашсен паллă поэчĕсен чылай сăввине пăхмасăр калама пултарнă.

Тăрăшуллă хĕр ача шкулти кружоксемпе секцисене те çÿреме вăхăт тупнă.

1994 çулта, Хырай Ĕнел вăтам шкулне пĕтернĕ хыççăн, Ирина Шупашкарти 18-мĕш номерлĕ професси училищине çул тытать. Унтан вĕренсе тухса алла диплом илсен тĕп хуламăрта суту-илÿре тăрăшать.

Çĕнĕ Сĕнтĕр каччипе, Сергей Зайцевпа, 2 çул ытла туслă çÿренĕ хыççăн пĕр çемье çавăраççĕ. Мăшăр тăван ене таврăнса «Слава» ЯХПКра ĕçлеме пикенет.

Малалла ăнтăлма хăнăхнă Ирина 2004 çулта Чăваш ял хуçалăх институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. «Мĕн пĕчĕкрен укçа-тенкĕпе ĕçлеме ĕмĕтленеттĕм. Çавăнпах экономист-бухгалтера вĕренме шут тытрăм та»,— тăсрĕ малалла калаçăва Ирина Николаевна.

2005 çулта Раççей Перекет банкĕн Александровкăри хушма офисĕнче кассира вырнаçать. «Паянхи кун та Людмила Николаевна Чудина пирки ырă сăмах калатăп. Вăл мана çынсемпе яланах сăпайлă калаçма, уйрăмах ваттисене хисеплеме хăнăхтарнă»,— аса илчĕ хăйĕн ĕçтешне И.Зайцева.

Тăрăшуллă хĕрарăм 2009 çултанпа Раççей Перекет банкĕн Александровкăри хушма офисĕнче контролер-кассир должноçĕнче ĕçлеме тытăнать.

— Çывăхри ялсенче пурăнакансем электроэнергишĕн, газшăн тÿлеме килеççĕ. Ватăсене пенси укçине вăхăтра парас тесе те ăнтăлатăп. Кĕскен каласан – халăхшăн тăрăшатăп,— терĕ ăшшăн Ирина.

Паянхи кун Зайцевсем хăйсем лартнă çуртра пурăнаççĕ. Икĕ ача ÿстереççĕ вĕсем. Хĕрĕ Елена Шупашкарта аслă вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ пухать. Пĕр курс пĕтернĕ хĕр каникулта ашшĕ-амăшне хуçалăхра пулăшать. Тăваттăмĕш класа куçнă Дима шăллĕне те пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарать. «Аслисем кĕçĕннисемшĕн яланах тĕслĕх пулмалла»,— тет ĕçчен хĕр.

Пĕр гектара яхăн çĕр çинче тĕрлĕрен пахча çимĕç ÿстереççĕ вĕсем. Çав çĕр лаптăкĕ çинчен ĕне выльăх валли утă-улăм та çулса илеççĕ.

— Ялта пурăнса выльăх-чĕрлĕх тата чăх-чĕп епле тытмастăн; Хамăн пурнăçа эпĕ урăхла курма та пултараймастăп. Картиш тулли пулсан — пурнăç та аван пулать,— терĕ ĕçре маттур, килте пăрчăкан пек вăр-вар Ирина Николаевна.

Çирĕп хуçалăхра — тĕреклĕ çемье. Зайцевсен çапла пултăрччĕ те ĕнтĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика