03 августа 2011 г.
Районта И.Миннетуллина пĕлмен çын çук та пулĕ. Вăл —район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ. Илдус Хадзятовичăн иккĕмĕш должноçĕ те пур: вăл — район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕн çумĕ те. 21 çул ытла тăрăшакан агроном районта чи опытлисенчен пĕри шутланать. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ» ят парса чысланă.
Паян, хĕрÿ тапхăрта, вырма ĕçĕ епле пынипе интересленсе, унпа тĕл пулса калаçрăм.
— Илдус Хадзятович, халăхра кăçал выçă лармăпăр, тыр-пул аван çитĕннĕ тенине час-часах илтме пулать. Тĕрĕсех-и çак сăмахсем?
— Чăннипех те çапла. Çанталăк кăçал çумăрне çителĕклĕ пачĕ. Хĕвел те ăшшипе савăнтарать.
Паянхи куна 14 хуçалăх тырă вырма тухнă, 500 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулнă, 1300 тонна çапса тĕшĕленĕ. Тухăç вăтамран кашни гектартан 28,4 центнерпа танлашать. Ял хуçалăх предприятийĕсене уйрăммăн илес пулсан, «Искра» тата «Урожай» колхозсенче пĕр гектартан 35-шер, 31-шер центнер, Минатуллин, «Кызыл сабанча» хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 35-шер центнер çапса илеççĕ. Çитес кунсенче ытти хуçалăхсенчи «хурçă карапсем» те уя тухĕç.
— Паллах, ял хуçалăх ĕçченĕ выльăх-чĕрлĕх апатне çителĕклĕ хатĕрленишĕн хĕпĕртет. Пĕлтĕр вĕсем валли апат çитменнипе мĕн чухлĕ нушаланчĕç...
— Районĕпе пурĕ 8100 тонна утă, 26400 тонна сенаж, 8700 тонна силос хатĕрленĕ. Кашни ял хуçалăх предприятийĕнче лайăх çанталăкпа туллин усă кураççĕ.
— Илдус Хадзятович, паянхи кун Сире мĕн пăшăрхантарать-ха? Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем умне мĕнле йывăрлăхсем тухса тăраççĕ?
— Чи хумхантараканнисенчен пĕри вăл — дизель топливи хаклă пулни.
Акă тĕш тырăн пĕр килограмĕн хакĕ унччен те 5 тенкĕпе танлашнă, паянхи кун та çаплах. Пĕр килограмм дизель топливи унччен 3 тенкĕ те 60 пус пулнă пулсан, халь вара ун хакĕ — 16 тенкĕ те 20 пус. Тепĕр енлĕ танлаштару: маларахри çулсенче «Нива» комбайн илме 35 тонна тĕш тырă кирлĕ пулнă, паян ăна туянма 5400 тонна тĕш тырă сутмалла.
— Апла пулсан, ял хуçалăхĕ патриотсем çинче кăна тытăнса тăрать?
— Тĕп-тĕрĕс сăмах. Ял хуçалăхĕ специалистсене, механизаторсене, выльăх пăхакансене пула аталанса пырать. Вĕсем тăрăшмасан, тар юхтармасан — нимле механизаци те ял хуçалăхне хăтараймасть. Çĕр ĕçчене савать, теççĕ.
— Илдус Хадзятович, агроном профессине алла илес ĕмĕт Сирте хăçан çуралнă?
— Эпĕ мĕн пĕчĕкренех çĕрпе ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Кашни çул çуллахи каникулта аслисемпе танах колхоз хирĕнче утă çулаттăмăр. Атте мана çĕре юратма хăнăхтарнă. Вăл яланах çапла калатчĕ: «Вĕренсе, алла диплом илсе ĕçлемелле». Сăмахран, атте, Хадзят Шакирзянович Миннетуллин, пирĕн тăрăхри тутарсем хушшинче аслă пĕлÿ илекенсенчен пĕрремĕш çын. Атте çур ĕмĕре яхăн район хаçачĕн обществăлла корреспонденчĕ те пулнă. Вăл вĕренÿ çинчен каланă сăмахсене яланах асра тытнă, тытатăп та.
— Калаçушăн тавтапуç. Ĕçре малашне те Сире ăнăçу сунатăп.
Источник: "Каçал Ен"