30 июля 2011 г.
Выльăх-чĕрлĕхе аптратакан чи çамрăк чирсенчен пĕри вăл — лейкоз. Официаллă майпа ăна 1965 çулта регистрациленĕ. Пирĕн çĕр-шыва вăл хĕвел анăç Европăран тата Балти республикисенчен 1955—1965 çулсенче илсе килнĕ ăратлă выльăхпа çитнĕ.
1990 çулхи апрельтенпе пирĕн районти лару-тăру лейкоз чирĕ тĕлĕшпе ăнăçлах мар. Çак вăхăтра «Заря», «Дружба» колхозсенче сăвакан ĕнесен юнне илсе тĕрĕсленĕ.
Паянхи куна илес пулсан, Чăваш Республикинче мăйракаллă шултра выльăх лейкозĕ 11 вырăнта «хуçаланать», вĕсенчен иккĕшĕ — пирĕн районта. Лаборатори тĕпчевĕсем çак инфекци хальхи вăхăтра ытти хуçалăхсене сарăлас хăрушлăх пуррине палăртаççĕ. Фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхĕн 8 проценчĕ чирлĕ, уйрăм çынсен — 0,5 проценчĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсенче ку кăтарту районăн вăтам кăтартăвĕнчен чылай пысăкрах: «Пайгасра» — 66,2 процент, «Рассветра» — 53,8 процент, «Дружбăра» — 35,6 процент, «Заряра» — 30 процент, «Алгара» 26 процент.
Çынсен выльăх-чĕрлĕхне лейкоз вирусĕ лекнине Урмаел, Чĕчкен, Шурут, Тукай, Асанкасси ял поселенийĕсен тăрăхĕсенче тупса палăртнă.
«Искра» колхозра, «Труд», «Восток», «Асаново», «Луч», «Слава», «Дубрава» ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, «Сюрбеево», «Дубовка» тулли мар яваплă обществăсенче, «Родина», «Кызыл сабанча», Атласкинăн, Семеновăн, Ивановăн хресченпе фермер хуçалăхĕсенче çак чирĕн çулне пÿлсе хунă.
Лейкоз тепĕр майлă — «белокрови». Унăн вирусĕ выльăх организмне лексен унтах юлать. Чир темиçе уйăха çеç мар, нумай çул тăсăлма пултарать. Малтанлăха нимĕнле паллă та çук. Каярахпа шалти тата тулти лимфа тĕввисем ÿсме тытăнаççĕ, ытти органсем те улшăнаççĕ. Вирус лекнĕ организмра усал шыçăсем (рак) аталанма пуçлаççĕ. Сĕтри вирус яланхи температурăра 18 кун таран упранма пултарать.
Чĕр чунсем чирлесси икĕ майпа пулать. Пĕрремĕшĕ — амăшĕнчен хырăмри пăрăва лекни, иккĕмĕшĕ — пĕр чĕр чунран теприне ересси. Юлашкийĕ ытларах тĕл пулать. Чирлĕ выльăхсене ыттисемпе пĕр витере, картишĕнче, кĕтÿре тытсан, пĕрле апатлантарсан, шăварсан, вирус лекнĕ вăкăрпа ерттерсен, лейкозлă ĕне сĕтне усă курсан çак инфекци хăвăрт сарăлать.
Лейкозпа чирленĕ выльăхăн сĕчĕ, какайĕ çыншăн сиенлĕ. Çавăнпа та ку ветеринари службишĕн çеç мар, медицина, социаллă, пĕтĕмĕшле биологи проблемисем пулса тăраççĕ.
Тĕнчери нихăш çĕр-шывра та çак чирпе кĕрешмелли хатĕрсемпе мелсем шыраса тупайман. Инфекцие вăхăтра тупса малалла сарăлма парас маррине ытларах тĕпе хурса ĕçлеççĕ.
Профилактикăна йĕркелесси мăйракаллă шултра выльăхсен лейкозне хирĕç кĕрешмелли ятарлă Правилăсемпе (РФ Ял хуçалăх министерстви 1999 çулхи май уйăхĕнче йышăннă) килĕшсе тăмалла.
Источник: "Каçал Ен"