30 июля 2011 г.
«Госсорткомисси» федераллă патшалăх учрежденийĕнче лайăх çанталăкпа усă курма тăрăшаççĕ. Ĕçлекенсем çитменнипе ытти районсенче пурăнакансем те вăй хураççĕ кунта.
Акă Патăрьел районĕнчи Татмăш ялĕнчи Валерипе Геннадий Силюковсем «Госсорткомисси» ФПУра трактористра тăрăшаççĕ. «Кунта пĕрремĕш çул ĕçлетпĕр. Ытти çулсенче те тĕрлĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче вырма тапхăрĕнче вăй хунă. Пирĕн тĕп тĕллев — техникăна юсавлă тытасси, тивĕçе çÿлти шайра пурнăçласси»,— терĕç трактористсем.
Эпĕ вĕсемпе паллашнă чухне иккĕшĕ те машинăпа трактор паркĕнче «Волга-2» косилкăна юсаса курăк çулма хатĕрлетчĕç. Паянхи куна кунти ĕçченсем 325 тонна утă хатĕрленĕ. Ку ĕç малалла пырать. Хальлĕхе тĕрлĕ сăлтавсене пула сенаж янтăлайман-ха.
Ертÿçĕпе те курса калаçрăм. «Ĕç укçине вăхăтра тÿлетпĕр. Ĕçле кăна — ан ÿркен. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр, хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче, трактористсем аванах укçа ĕçлесе илме пултарчĕç»,— терĕ Николай Иванов.
Ăнăçу сунатпăр вĕсене!
Источник: "Каçал Ен"