30 июля 2011 г.
Иртнĕ кунсенче РФ прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн следстви управленийĕн Чăваш Республикин районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи следстви уйрăмĕн ĕçченĕсем çур çул ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç.
Пĕтĕмĕшле илсен, следовательсем çур çулта 52 уголовлă ĕç пуçарнă, вĕсенчен 48-шне суда янă.
Уголовлă ĕçсене тишкернĕ хыççăн киревсĕр ĕçсене ытларах ниçта та ĕçлемен, эрех-сăра ĕçекен, тĕллевсĕр çапкаланса çÿрекенсем туни палăрать.
Яланхи пекех, районсенче бюджет укçине вăрланă тĕслĕхсене тупса тăрă шыв çине кăларнă. Коррупци енĕпе тунă преступленисене тĕпчесе вĕçне çитересси вăл — пирĕн тĕп тĕллев.
Пĕтĕмлетÿре юлашкинчен иккĕмĕш çур çула лартнă тĕллевсене пăхса тухрăмăр, малашне пурнăçламалли мероприятисене палăртрăмăр.
Источник: "Каçал Ен"