30 июля 2011 г.
РФ Тĕп саккунĕнче — Конституцире — кашни гражданин Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме тивĕç тесе палăртнă. Анчах та хăш-пĕр çамрăк çакна шута илесшĕн мар. Çара каясран тарса çÿрекенсем пур-ха. Вĕсенчен пĕри — Шурут ялĕнче 1986 çулта çуралнă, унтах пурăнакан П.. Призывран пăрăнма тăнăшăн РФ Уголовлă кодексĕн 328 статйин 1-мĕш пайĕпе кăçалхи майăн 23-мĕшĕнче ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.
П. 2009 çулхи кĕркунне тата пĕлтĕр çу уйăхĕнче çар комиссариатне пыма чĕнсе янă по- весткăсене хăй алă пусса илнĕ. Апла пулин те призывник унта пĕрре те курăнман. Хăй мĕншĕн пырайманни çинчен те пĕлтермен. Çакна вара çара каяссинчен пăрăнма тăрăшни тесе палăртмалла. Айăпланакан П. суд залĕнче хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă, уншăн ÿкĕннĕ, хăйне уголовлă яваплăхран хăтарма ыйтнă. Саккуна пĕр хутчен çеç мар пăсакана июлĕн 21-мĕшĕнче йышăннă приговор тăрăх 100000 тенкĕлĕх штрафланă.
Çак айăплава тĕслĕх вырăнне илсе çара кайма вăхăт çитнĕ çамрăксем саккуна пăсмĕç тесе шанас килет. Çĕр-шыва хÿтĕлесси — çамрăкшăн тĕп тивĕç.
Источник: "Каçал Ен"