30 июля 2011 г.
Нумаях пулмасть Комсомольскинче уçăлнă çĕнĕ кондитер цехĕ (вăл «Гастроном» магазинпа налук служби картишĕнче вырнаçнă) кăларакан продукцие курсан тутанса пăхмасăр никам та чăтса тăраймĕ. 8 çынран тăракан ушкăн икĕ сменăпа ĕçлет. Кунта ытларах — çамрăксем. Чăвашла, тутарла, вырăсла шăкăл-шăкăл калаçса туслăн тăрăшаççĕ вĕсем. Ăста алăсем витĕр тухнă сап-сарă питлĕ кукăльсем, пÿремечсем, слойкăсем, булкăсем, пиццăсем кашни кунах ирхине ял лавккисене ăсанаççĕ. Центрти гастрономра кунĕпех тин пиçсе тухнине туянма пулать. Çăнăхран пĕçернĕ çимĕçсене тата кондитер изделийĕсене 1 уйăхра 300 пин тенкĕлĕх сутнă, çурма фабрикатсене — 150 пинлĕх. Цехра хатĕрлекен кирек хăш продукцие тума та çынсенчен, коллективсенчен уйрăм заявкăсем йышăнаççĕ. Уяв сĕтелĕ çинчи кăпăшка кукăль-пÿремеч нихçан та ытлашши пулас çук.
Продукци пахалăхĕ чăннипех те пысăк. Çапла пулмалла та. Хальхи йышши çĕнĕ оборудование вырнаçтарса хута яма Комсомольски райповĕ 3 миллион тенкĕ тăкакланă. Ĕç условийĕсем кунта — çÿллĕ шайра: санузел, душ кабини, кĕпе-йĕм çумалли хаклă йышши машина, хывăнса тăхăнмалли уйрăмри шкапсем, илемлĕ ĕç тумтирĕ.
Хатĕр продукцие кирлĕ çĕре çитерме ятарласа туяннă «Газель» пысăк пулăшу парать.
Кивĕ кондитер цехĕ пулнă çурт юрăхсăра тухнăран ăна хупнă. Çĕнĕ вырăна ĕçе çÿрекенсен кăмăлĕ савăк, мĕншĕн тесен çакăн пек лару-тăрура вăй хума никам та хирĕç мар.
Апла пулин те хальлĕхе унта ĕç аллисем çитеймеççĕ.
Çак предприятин ĕçĕ-хĕлĕ пирки «Комсомольски райповĕн производство комбиначĕ» ООО директорĕ М.Ямалиева хавхаланса каласа пачĕ:
— Кондитер цехĕ ăнăçлă ĕçлесе пыни район бюджечĕшĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вырăнти халăх кунта туса кăларнă апат-çимĕçех туянтăр тесе тăрăшатпăр. Райпо лавккисене çеç мар, уйрăм çынсен суту-илÿ вырăнĕсене те хамăр продукципе тивĕçтерес ыйтăва кĕçех татса парăпăр. Мана тата çакăн пек шухăш канăç памасть: «Магнит», «Пятерочка» магазинсем таçта та уçăлаççĕ. Таварне те аякран турттарса килеççĕ. Паллах, кашни çын хăйне килĕшекен лавккана çÿрет. Çав вăхăтрах апат-çимĕç пахалăхĕ пирки те шухăшламалла. Эпир тăвакан çурма фабрикатсем — пельменсем, голубцысем — чăн-чăн какайран. Тĕрлĕ япала (ингредиентсем) хушма тăрăшмастпăр. Сывлăх çинчен пăшăрханакан çыннăн çакна шута илмеллех. Эпĕ, район патриочĕ пулнă май, çынсем райпо лавккисене ытларах çÿрес пулсан питĕ савăнăттăм. Çакă вырăнти бюджета ÿстерме пулăшнине пирĕнтен кашниех ăнланса илеймест. Хамăр район хысни пуян пулсан пирĕн пурнăç та лайăх енне улшăнса пырĕ.
Пуçлăх калаçăвĕ хама та шухăша ячĕ.
Миннезия Минназимовна кондитер цехне уçас тĕлĕшпе райпо совечĕн председателĕ Евгений Иванович Карпеев ырми-канми ĕçленине палăртрĕ. Паллах, çамрăксене вĕрентсе пыракансем те кирлĕ. Ку енĕпе производство заведующине Хания Садртдиновăна палăртмалла. 31 çул райпо тытăмĕнче ĕçлет, унччен çăкăр заводĕнче вăй хунă. Хăйĕн пуян та паха опытне ĕçтешĕсемпе пайлама яланах хавас.
Коллективăн ăшă кăмăлне, ĕçлес туртăмне кура кондитер цехĕ кăларакан продукци ассортименчĕ тата та анлăланса пырасси куç кĕрет. Çитес вăхăтра торт тăвакан уйрăм ĕçлесе кайĕ.
Источник: "Каçал Ен"