АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаваслă çу кунĕсем

27 июля 2011 г.

Çуллахи кану кунĕсем ачасемшĕн — чи телейлĕ самантсем. Çулталăкĕпех кĕтсе пурăнаççĕ ăна вĕсем. Ара, мĕн тери лайăх-çке канма, чупма, выляма, ăшă çанталăкпа киленме! Ир-ирех тăрса шкула вĕренме каймалла мар, уроксем памаççĕ, шкул форми тăхăнассишĕн те пăшăрханасси çук — савăнса çеç пурăнмалла!

Мĕнлерех ирттереççĕ-ха ачасем çуллахи кану кунĕсене? Пĕрисем хула курма каяççĕ, теприсем кану лагерĕсенче савăнаççĕ, хăшĕсем шкул çумĕнче йĕркеленĕ лагерьте сывлăхне çирĕплетеççĕ. Каннипе çеç çырлахмаççĕ тата вĕсем, ĕçлеме вырнаçаççĕ, ачаранах хăйсем ĕçлесе илнĕ укçа тутине пĕлеççĕ.

Пирĕн таврари ачасем хăйсен кану кунĕсене мĕнлерех ирттереççĕ-ши? Çакна пĕлме питĕ кăсăклă.

Шкула кайман пĕчĕк пепкесем çăвĕпех урамра выляса савăнаççĕ: велосипедпа ярăнаççĕ, хирте хитре чечек пухаççĕ, пуканелле-машинăлла выляççĕ. Иртен пуçласа каçчен урамра хаваслă шăв-шав илтĕнет.

Кÿршĕри Инессăпа Ирина çăвĕпех пĕчĕк йăмăкне Настьăна астăваçĕ: тутлă çырла татса çитереççĕ, велосипеда ярăнтараççĕ, унпа тытмалла выляççĕ. Савăнса-кулса çеç çитĕнет пĕчĕк хĕр.

Вуннăмĕш класс пĕтернĕ Лена кану кунĕсенче те вĕренме ÿркенмест — нумай пулмасть массажист курсĕнчен ăс пухса килчĕ, халĕ килĕнче амăшне пулăшать. Унăн шăллĕсем вара, йĕкĕреш маттур йĕкĕтсем, ашшĕпе Мускава ĕçлеме çÿреççĕ.

Юля Чĕмпĕр тăрăхĕнчен ĕçлесе килчĕ. Унта вăл ферма стенисене шуратнă çĕрте тăрăшнă, тырă ĕçлесе илнĕ. Халĕ канма та юрĕ. Часах çав хуçалăхра тырă алланă çĕре хутшăнĕ.

Дима çăвĕпех миçе тĕрлĕ ĕç тумасть-ши! Вăл кил-çуртра та ĕçлет, çынсене те пулăшать, тракторпа утă çулать, ял поселени территорийĕнче тирпейлес çĕртен те айккинче тăмасть — çÿп-çап турттарать. Ĕçчен çын çине пăхма та питĕ кăмăллă, мухтаса кăна тăрас килет.

6-мĕш класс пĕтернĕ Наташа çăвĕпех аллинчен кĕнеке ямасть. Кăсăкли нумай-çке, пушă вăхăтра вуламасан тата хăçан вуласа пĕтерĕн вĕсене;

Мĕн тери маттур-çке хальхи çамрăк — канмалли çу кунĕсене те ахаль ирттермест! Вĕсем вăхăта хисеплесе ĕçлеме туртăнни чуна савăнтарать. Малашне те çавăн пекех пуласса шанатăп.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика