27 июля 2011 г.
Хырхĕрри тата Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕсенчи ачасен çу кунĕсем шкул çумĕнче йĕркеленĕ «Солнышко» лагерьте пуçланнă. Унта 15 ачана çÿреме тÿр килнĕ, вĕсем 3 отряда пайланнă. Ачасен кану кунĕсене хаваслă ирттерессишĕн лагерь начальникĕ В.Ф.Лепешкина тата Г.В.Храмовăпа З.М.Воробьева вожатăйсем тăрăшнă.
Кашни кану кунне тĕрлĕрен ирттерме пултарнă вĕсем. Зарядкăран пуçласа тĕрлĕ-тĕрлĕ конкурсра хутшăнса савăннă ачасем. А.В.Николаева повар вĕсене кашни кунах тутлăран та тутлă апат çитернĕ. Смена тăршшĕпех Валентина Федоровнăпа вожатăйсем кăсăклă конкурссем, кану каçĕсем, концертсем, вăйăсем, эстафетăсем йĕркеленĕ. Кашни кунах вĕсем пĕр-пĕр ят панă.
Сăмахран, чи асра юлаканнисенчен ачасемшĕн «Юмах кунĕ» пулнă. Çак кун питĕ интереслĕ конкурссем иртнĕ. Вĕсенчен пĕри — «Чи илемлĕ тухатмăш». Ачасем тухатмăш костюмĕсем, асамлă им хатĕрленĕ, чи хăрушă кулăра ăмăртнă. «Сухал» конкурс пурне те килĕшнĕ. Ачасем хаваспах тĕрлĕ-тĕрлĕ сухал ăсталанă: кам хутран, хăшĕ курăкран, тепри пурăпа ÿкернĕ.
Çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче, А.С.Пушкин çуралнă куна халалласа, канакансем пукане театрĕ йĕркеленĕ. Библиотекăна кайса кăсăклă кĕнекесемпе паллашнă.
Шлепкесен конкурсĕ пурне те кăмăла кайнă. Ачасем хаçатсенчен тĕрлĕрен шлепке ăсталанă, команда капитанĕсем пуçа тутăр çыхас мелсемпе ăмăртнă.
Тăтăшах лагерьте вăрмана экскурсисем йĕркеленĕ, чечек выставкисем хатĕрленĕ, çул çÿрев правилисене вĕреннĕ.
Сменăра чи хастаррисем Дианăпа Юля Ятмановăсем, Люба Михеева, Владик Хлебников, Саша Корнилов тата Андрей Пожеданов пулчĕç. Вĕсене «Лагерь пурнăçне хастар хутшăннăшăн» грамотăсемпе чысларĕç.
Лагерь сменине хупмалли кун пурте юрăсем юрланă. Çак кану кунĕсене ачасем хаваспах аса илеççĕ. Смена йĕркелекенсем маттур! Малашне те çавăн пек пултаруллă та вашават пулма сунатпăр.