27 июля 2011 г.
Сывă пурнăç вăл — ĕçпе канăва тĕрĕс черетлени, организма пиçĕхтерни, физкультурăпа тата спортпа туслашни, гигиена йĕркине пăхăнни, тĕрĕс апатланни. Анчах та хăш-пĕрисем эрех-сăрапа туслашса хăйсен сывлăхне хавшатаççĕ. Ĕçкĕçсен 30—40 проценчĕ хырăмлăх чирĕпе (гастрит), 20—30 проценчĕ хырăмлăх шыççипе (язва) аптраççĕ. Эрех нумай ĕçекенсен ирĕлтерекен тытăмăн чирĕсем аталанаççĕ, шала каяççĕ. Панкреатит (хырăмлăх ай парĕн шыççи) та çав шутрах. Вăл 80 процентĕнче эрех ĕçнипе пулать. Сăнанă тăрăх, панкреатит эрех ĕçме тытăннă хыççăн 5—10 çултан пуçланать. Эрех-сăра ĕçекенсем рак, туберкулез, чĕре, пĕвер чирĕсемпе час-часах чирлеççĕ. Организмăн иммунитет шайĕ (кĕрешес вăйĕ) те чакса пырать.
Теприсем эрех-сăра вырăнне сиенлĕ шĕвексем — одеколон, лосьон, денатурат, тĕрлĕ спиртсем, сăмакун ĕçсе пуçĕсене минретеççĕ. Çапла майпа ĕçкĕçсен хырăмлăхĕ, пĕверĕ, пÿри, чĕри юрăхсăра тухать, пуç мими аптăрать. Кайран вара вăй-халĕ те пĕтсе çитет, куç, хăлха вăйĕсем чакаççĕ, куçа темĕн те пĕр курăнма тытăнать. Хăш-пĕр çынсем тата метил спиртне те тиркемеççĕ. Ку вăл — чи хăрушши. Ăна ĕçекенсенчен ытларахăшĕ пурнăçран хăвăрт уйрăлать.
Хăйсене «виçеллĕ ĕçекенсен» шутне кĕртекен алкоголиксемпе ĕçкĕçсен ачисем ытларах чухне психика тата ÿт-пÿ енчен сывă мар çуралаççĕ.
Ученăйсем алкоголизм чирĕ йăхран йăха куçакан чир тесе çирĕплетеççĕ. Ачисем те, ĕçекен ашшĕ-амăшне курса, шкул çулĕсенчех черккепе туслашаççĕ, часах преступлени çулĕ çине те тăраççĕ. Статистика кăтартнă тăрăх, саккуна пăсакансен 80 проценчĕ ăнăçсăр çемьесенче çитĕннĕ.
Алкогольлĕ шĕвексене ĕçни этемĕн ĕмĕрне 17—20 çул таран кĕскетет. Раççейре кашни çын пуçне çулталăкне 14—18 литр эрех лекет. Ку вăл нормăран 2 хут ытларах.
Вырăс халăхĕн паллă писателĕ çапла каланă: «Эрех-сăра сывлăха сиенлет, ăс-тăна хавшатать, çемьене аркатать, юлашкинчен вара чи хăрушши — çамрăк ăрăва тÿрĕ çултан пăрать». Наци пĕтсе пырас хăрушлăх çултан-çул ÿссе пырать. Çавăнпа та кашнийĕн урă тата сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла.
Асăрханăр тата яланах асра тытăр: ĕçкĕ çынна тĕп тăвать, пурнăçа аркатать.
Источник: "Каçал Ен"