27 июля 2011 г.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕ ачисене е сывлăха çирĕплетекен лагере ярать, е яла аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне ăсатать. Виççĕ-мĕшĕсем вара çанă тавăрсах ĕçлеме тăрăшаççĕ. Парта хушшине ларас умĕн шкул хатĕрĕсене туянмалăх укçа ĕçлесе илес тесе ăнтăлаççĕ. Ачасем кану кунĕсене уçă сывлăшра ирттерни, вĕсене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарни лайăх, паллах.
Валерий Царев Патăрьел районĕнчи Татмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕлтĕр вăл 7-мĕш номерлĕ професси паракан училищĕне вĕренме кĕнĕ. Каникул вăхăтĕнче Нĕркеçре вырнаçнă «Госсорткомисси» федераллă патшалăх учрежденийĕнче ĕçлет. «Çитес кунсенче вырмана тухатпăр. Комбайна юсаса хатĕрлерĕм ĕнтĕ. Пушă вăхăтра трактор «чĕри» ăшĕнче чакаланма юрататăп»,— терĕ Валерий, двигатель çине тинкерсе.
Нĕркеç ачи Коля Андреев, 14-ра кăна пулсан та, тăрăшулăхпа палăрнă.
«Каникул кунĕсене ахаль ирттерместĕп. Кунта эпĕ икккĕмĕш çул ĕнтĕ тракториста пулăшатăп. Ÿссе çитсен механизатор пулма ĕмĕт пур. Анне те, Юлия Николаевна, хуçалăхрах тăрăшать. Атте çĕре кĕнĕ манăн. Çавăнпа та укçа-тенкĕ ĕçлесе илсе аннене пулăшас тетĕп. Пушă вăхăтра телевизор курма, кĕнеке вулама та ĕлкĕретĕп»,— тет Коля. Алгебра, геометри предмечĕсемпе лайăх ĕлкĕрсе пыракан ачана эпĕ шкулта пĕлÿ илнипе кăна çырлахмасăр малалла вĕренме кайма ăнăçу сунтăм.
«Лаша пуласси — тихаран, этем пуласси ачаран паллă» теççĕ ваттисем. Çакна пĕлетĕп: ĕç тĕлне пĕлмен çын пурнăç тума та пĕлеймест. Çавăнпа та ачасене ĕçе хăнăхтармалла, пиçĕхтермелле.
Источник: "Каçал Ен"