27 июля 2011 г.
Пире тăрантарса усракан, пурнăç паракан çĕре эпир аннепе танлаштаратпăр. Тĕрĕс: çĕрсĕр, уй-хирсĕр пурнăç çук. Анчах эпир ăна чăннипе хаклама пĕлместпĕр. Чăн та, Раççейĕн çĕр нумай тетпĕр пулас, çавăнпах унăн кашни лаптăкĕпе кирлĕ пек усă курма тăрăшмастпăр.
Пай çĕрĕсем, хуçисем пăхманран, çум курăкпа витĕнеççĕ. Маларах утă туса илнĕ вырăнсем юрăхсăра тухнине курма пулать. Унта пиçен, куршанак, эрĕм, вĕлтĕрен тата выльăха çиме юрăхсăр ытти курăк ÿсет. Кĕтÿ çÿретме, пăру кăкарма та юратчĕ ĕнтĕ çавăнта. Ял çумĕнче, шыв хĕрринче пĕр-ик метр çÿллĕш çум курăк вăрман пек кашласа ларнине хăнăхрăмăр пулас эпир. Урамра пÿртсем умĕнче ÿсекен курăксене те пурте вăхăтра çулмаççĕ, тĕрлĕ хыт-хура кăнтарса ларни кил хуçисене илем кÿмест ĕнтĕ.
Усăсăр, тавралăх илемне яракан ÿсен-тăрана пĕтерсе симĕс курăк ешерсен кăмăллă пулмалла.
Выльăх-чĕрлĕхшĕн те апат тупăнĕччĕ. Йывăçсем, уйрăмах улма-çырла тĕммисем лартса ÿстерсен мĕнле аванччĕ! Ют патшалăхсенчен мĕншĕн вĕренсе тĕслĕх илес мар — унта кашни метр çĕрпе пĕлсе усă кураççĕ.
Тавралăха тирпей-илем кÿни пур енчен те усăллă: культура шайĕ ÿсет, сывлăх çирĕпленет. Иртен-çÿрен йывăç-тĕмпе, чечексемпе киленĕ.
Хамăр пурăнакан тавралăхпа, унăн тирпей-илемĕпе мăнаçланмалла. Килен-каян хăнасем эпир çут çанталăка, çĕре юратса пăхнине курса пире ырăпа асăнтăрччĕç. Ял çыннисене, уйрăмах çамрăксене, çак ĕçе кÿлĕнме сĕнесшĕн. Пĕлсе йĕркелесен, пысăк тăкаксăрах ушкăнпа тумаллискер вăл.
Эпĕ юриех тĕслĕхсем илсе кăтартмарăм, мĕншĕн тесен вĕсем кашни ялта тенĕ пекех.
Çĕр çинче пурăнатпăр пулсан ăна чунтан юратмалла, çÿп-çаппа çум курăк айĕнче нушаланма памалла мар.
Тăван çĕрĕн тусанĕ те тутлă, пылчăкĕ те пылак тетчĕ паллă ăсчахăмăр Геннадий Волков академик. Унăн сĕткенĕпе ÿссе çын пултăмăр пулсан, малашне те ăна юратасчĕ, юрăхсăра кăларса усăсăр вырттарас марччĕ.
Источник: "Каçал Ен"