АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçта пытарнине 70 çултан тупнă

27 июля 2011 г.

Утмăл ултă çул каялла вĕçленнĕ вăрçă ахрăмĕ хăй çинчен аса илтерсех тăрать. Фронтран таврăнман тăванĕсене паян кун та кĕтекенсем пур. Кĕтсе илеççĕ, хăйсене мар пулин те, вĕсен тăприсене.

... Шурут-Нурăсри Иустиния Акимовнăпа Григорий Михайлович Соколовсем тăватă ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан Александра, Николая, Геннадипе Георгие ашшĕпе амăшĕ, йăмăкĕсем, мăшăрĕсемпе ачисем Тăван çĕр-шыва ирсĕр тăшманран хÿтĕлеме ăсатнă. Кольăна, Первомайски райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă май, бронь та панă, анчах вăл хăй ирĕкĕпе вăрçа кайнă. Шел те, тăватă ывăлран пĕрне те урăх курма пÿрмен çав, вĕсем хыпарсăр çухални çинчен çеç çырусем илнĕ. Çапах тăванĕсен чунĕнче шанчăк сÿнмен, çывăх çыннисем паян-ыран таврăнасса, пÿрт алăкне яриех уçса кĕрсе тăрасса кĕтнĕ. Амăшĕн чĕри тĕпренчĕкĕсемшĕн уйрăмах пăчăртанса ыратнă, Иустиния Акимовна чĕри тапма чарăничченех чÿречерен тĕмсĕлсе тинкернĕ...

Инçетри çĕрсенче выртса юлнă тетĕшĕсене Зойăпа Валентина йăмăкĕсем самантлăха та манман. Пĕр тăванĕсен çутă сăнарĕсене асра тытса, вĕсем Тăван çĕр-шывшăн çапăçса пуçĕсене хуни çинчен ачисемпе мăнукĕсене каласа панă. Зойăпа Иван Матросовсен ывăлĕ Владимир куккăшсен йĕрне тупма тĕллев лартнă. Владимир Иванович халĕ Чулхула облаçĕнче федераллă хăрушсăрлăх службинче ĕçлет, подполковник. Тăватă куккăшĕн шăпине пĕлес тесе вăл архивсенче нумай ларнă, çырусем çÿретнĕ, пĕрчĕн-пĕрчĕн тенĕ пек информаци пуçтарнă. Тăрăшни сая кайман, Николая Смоленск облаçĕнчи Васильевское ялĕнчи, Геннадие Орел облаçĕнчи Никольское салинчи тăванла масарсенче пытарнине пĕлнĕ. 2008 çулта вĕсен вилтăприйĕ çинчи тăпрана тăван ялне илсе килсе пытарнă. Ĕçе вĕçне çитерме хăнăхнă Владимир кун хыççăн шырав ĕçĕсене малалла тăснă.

— Мана пĕрлештернĕ «Мемориал» база нумай пулăшу пачĕ. Паллах, пурнăç çулĕ çинче тĕл пулакан ыр çынсене те тав сăмахĕ каламалла. Александр куккан вилтăприне кăçал Карелинче тупрăм. Унта эпир шăллăмпа Сергейпе кайрăмăр, кукка ĕмĕрлĕх канăç тупнă вырăнтан тăпра илсе килтĕмĕр,— каласа пачĕ Владимир Иванович.

Александр Соколовсен çемйинче чи асли пулнă, 1907 çулта çуралнă. Вăл 1941 çулта вăрçă хирне тухса кайнă, çав çулхи августăн 19-мĕшĕнчех Карелири Суоярви кÿлли çывăхĕнчи пĕр хаяр çапăçура паттăрла пуçне хунă. Ăна Суоярви районĕнчи Турхунваара ялĕ çу-мĕнчи тăванла масарта пытарнă. Иртнĕ шăмат кун вара Александр (ăна пытарнă тăванла масар çинчен илсе килнĕ тăпра) 70 çултан тăван тăрăхне таврăнчĕ. Июлĕн 23-мĕшĕнче Соколовсем йышлăн пухăнчĕç. Шурут-Нурăс ялĕн масарĕ çинче хурлăхлă митинг пулчĕ. Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.А.Никитина, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен совечĕн председателĕн çумĕ Р.П.Моисеев, Зоя йăмăкĕ асăну сăмахĕсем каларĕç. Александр Григорьевичăн хĕрĕ Раиса, Ульяновскра пурăнаканскер, ашшĕн сăнарне ĕмĕрĕпех асра тытнă, çак кун çитессе яланах кĕтнĕ. Ашшĕн тăприне йăтса пынă чухне хĕр-арăмăн куçĕсенчен йăпăртатса анакан куççулĕ пĕр вăхăтрах чун ыратăвне те, çывăх çыннишĕн епле тунсăхласа пурăннине те, киле таврăннăшăн савăннине те палăртнă пек туйăнчĕ. Шурут чиркĕвĕн настоятелĕ Серафим атте пуçне хунă салтаксемшĕн панихида ирттерчĕ. Шурă хурăнсем хушшинче канлĕх тупнă виçĕ пĕр тăванăн тăпри тата хĕрлĕ çăлтăрлă палăк çине хĕвел ăшшăн пăхать, хурăн çулçисем хуллен шăпăлтатса пысăк пĕлтерĕшлĕ хыпар каласа парассăн туйăнса тăрать. Александр, Николайпа Геннадий пĕрле Георгие кĕтеççĕ ĕнтĕ.

Паянлăха Георгин шăпи, кун-çулĕ çеç паллă мар. Вăрçă вăхăтĕнче вăл Хĕрлĕ çарăн сывлăш çар вăйĕсен çыхăну полкĕнче связистра çÿренĕ. Архиври справкăсем тăрăх, 1945 çулхи декабрь вĕçĕнче вăл Корейăра пулни паллă. 1960 çулта та курнине калаççĕ, анчах çакăн хыççăн ун йĕрĕ пач çухалать. Владимир Матросов подполковник Георгий куккăшĕн шăпи епле килсе тухнине те тĕплĕн пĕлесшĕн, аслă ăру çыннисем пурăннă чухне тăвасшăн вăл çак пархатарлă ĕçе.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика