АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсан, вăй хурсан – ăнăçу пулатех

27 июля 2011 г.

Районта М.А.Буслаев паянхи кун — чи çамрăк председательсенчен пĕри. Апла пулсан та ял хуçалăх ĕçĕ уншăн çĕнĕ мар. «Ертÿçĕре ĕçлеме пикенни кĕçех çулталăк çитет. Халăх шаннине тÿрре кăларас тесе малтанлăха манăн талăкра 25-шер сехет ĕçлеме лекет»,— шÿтлерĕ Михаил Александрович.

«Слава» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем 600 тонна утă, 1700 тонна сенаж хатĕрленĕ. Эпир хире пынă чухне Алексей Матросов тракторист тюкланă утта автомашинăсем çине МТЗ-82 тракторпа тиетчĕ. Сăмах май, Алексей — Чăваш патшалăх педагогика университечĕн технологипе экономика факультечĕн студенчĕ. Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ вăл çуллахи каникул кунĕсенче кооперативра трактористра ĕçлет. Хăйне шанса панă техникăна яланах юсавлă тытать. «Çĕр çинче ĕçлеме мана килĕшет. Юлташсем тĕрлĕ регионсене ĕçлеме çÿреççĕ. Эпĕ вара атте-аннепе юнашар пулма пултарнишĕн хĕпĕртетĕп»,— терĕ маттур студент.

Хĕрÿ тапхăрта кашни кун 15—20 çын ĕçе тухать. Вĕсене пĕр хутчен вĕри апатпа тивĕçтереççĕ.

Çамрăк председатель ĕçченсене пурне те мухтарĕ. «Кашнин ятне калаймасан та, чи пултаруллисене асăнас килет. Иртнĕ кунсенче сенаж янтăласа пĕтертĕмĕр. Унта Валерий Тимофеев, Александр Шамбулин, Сергей Падюкин, Алексей Алякин, Сергейпе Максим Грачевсем (ашшĕпе ывăлĕ) трактористсем, Иван Кокшин, Николай Владимиров водительсем харсăр ĕçлерĕç. Максим Шупашкарта аслă вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ пухать. Каникулта «хурçă утпа» ĕçлеме шутларĕ. Гусеницăллă ВТ-100 маркăллă тракторпа Валерий Петрушкин ĕçлерĕ. Пурне те асăнса та пĕтереймĕн»,— терĕ Михаил Александрович. Çавăн пекех Анатолий Сорокинпа Александр Самаркин водительсене те ырăпа асăнчĕ вăл.

Кăçал вĕсем 40 гектар çĕр çинче кукуруза акнă. Çумăрĕ аванах çурĕ. Çавăнпа председатель силоса планпа пăхнă пекех хатĕрлессе шанать. Çанталăкĕ кăна патăрччĕ.

Çак кунсенче «Слава» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем кĕрхи тырă вырма тухрĕç. Уй-хирте техника шавĕ тăрать. Çапла, тăрăшсан, вăй хурсан ăнăçу пулатех вĕсен.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика