23 июля 2011 г.
«Çамрăксем — сывă пурнăç йĕркишĕн!» — çакăн пек лозунгпа тĕрлĕрен акцисем кашни çулах иртеççĕ. Унта çамрăксем те, ватти-вĕтти те хутшăнаççĕ. Анчах акцисем иртсе кайсассăнах темшĕн пурте сывă пурнăç йĕрки çинчен манса каяççĕ. Мĕншĕн çапла пулса тухать-ши?
Çулла Шупашкарта час-часах залив хĕррине уçăлма каятпăр. Ара, тăван хулан ытарайми илемлĕ вырăнĕсенче еплерех кăмăллă! Анчах та чуна ыраттаракан пулăм та питĕ нумай. Утса пыратăн — кашни кĕтесре сăра-эрех ĕçсе тăракан çамрăк каччăсемпе хĕрсене куратăн. Пĕр аллинче — бутылка, тепринче — сигарет, калаçнă чухне вĕсен çăварĕнчен йĕркеллĕ пĕр сăмах та тухмасть. Çамрăксемшĕн — хамăршăн та, вĕсемшĕн те — намăс пулса каять. Нивушлĕ эпир хамăр тата çынсен пурнăçне ним вырăнне хума пăрахрăмăр? Ахальтен мар пулĕ ĕнтĕ Раççей — чи нумай ĕçекен çĕр-шывсенчен пĕри. Çакă питĕ пăшăрхантарать. Асаттесем, асаннесем пирĕн çутă пуласлăхшăн, мирлĕ пурнăçшăн вăрçăра çапăçнă. Ĕçкĕпе вара мĕнле пуласлăх пултăр? Каччăсем, хĕрсем, мĕншĕн ĕçетĕр çав наркăмăшлă эрех-сăрана? Шутласа пăхăр — унпа туслашса мĕнле пурнăç тăвасшăн? Пулас ачăрсене мĕн каласа паратăр? Ĕçсе-çапăçса çÿренине-и, ÿсĕрпе çул хĕрринче йăваланнине-и? Шел пулин те, никам та çак ыйтăва хуравласшăн мар. Пуласлăх пирки шутлакан сахалрах, пурте паянхи кунпа çеç пурăнаççĕ. Малашне те çапла пулсан мĕн патне пырса тухăпăр-ши?
Источник: "Каçал Ен"