АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк ăрура – пуласлăх

23 июля 2011 г.

Кун хыççăн кун иртет, ĕмĕр майĕпен тăсăлать, ăру улшăнса пырать. Аслисем кĕçĕннисене çул параççĕ. Малашнехи пурнăçа çамрăк ăру тытса пырĕ. Анчах хальхи яш-кĕрĕме ваттисем юратсах каймаççĕ çав, çăмăлттайлăхшăн ятлаççĕ. Нумайăшĕ вĕсене тимсĕр, тÿрккес, якăлти тесе шутлать.

Чăнах та ĕнтĕ, хальхи каччăсемпе хĕрсене унчченхисемпе танлаштарсан пысăк уйрăмлăх сисĕнмеллех туйăнать. Хăш-пĕр яш эрех-сăрапа иртĕнет, намăс сăмахпа калаçать, вĕренме, ĕçлеме кахалланать. Хĕрсем час-часах вĕсенчен кая юлмаççĕ. Хăйсене çапларах тытсан мăнаçлă туяççĕ пуль. Ку, паллах, хăрушă. Анчах та пурте çапла мар-çке!

Хальхи çамрăксен пĕр пĕчĕк пайĕ хăйсене йĕркесĕр тытни ыттисем те çаплине пĕлтермест. Сăпайлисен шучĕ чылай пысăк. Хăшĕ вĕренсе тухса алла диплом илет те ĕçлеме пуçлать. Тепри ялта çĕнĕ çурт лартать, çемье çавăрать, малашлăхшăн пăшăрханать, виççĕмĕшĕ ял хуçалăхне аталанма пулăшать.

Пирĕн таврара пултаруллă, маттур çамрăк нумай. Вĕсенчен пĕри — Чĕчкен ялĕнче пурăнакан Ремис Минхалимович Шарафутдинов. Вăл «Труд» кооперативра хурт-хăмăр ăстинче ĕçленĕ, халĕ зоотехникра тăрăшать. Эпир пынă чухне мăшă-рĕпе тата кÿрши-аршипе пахчара утă çулатчĕ вăл. Ремис вунă çул каялла çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе, Миндания Камиловнăпа, виçĕ ача çитĕнтереççĕ: икĕ хĕр, пĕр ывăл. Асли 2-мĕш класс пĕтернĕ, кĕçĕнни 3 тултарнă. Хăйсем те сакăр пĕр тăван ÿснĕ вĕсем. Ашшĕ-амăшĕ ачисене ырра çеç вĕрентнĕ, пурне те аслă пĕлÿ пама тăрăшнă. Вĕсен пилĕпе туслă мăшăр хăйсен ачисене те тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тимлет.

Мĕншĕн ял пурнăçне суйласа илнĕ-ха çак пултаруллă çамрăк:? Хуравĕ çапларах пулчĕ:

— Шкул пĕтерсен стоматолог пуласшăнччĕ. Университета вĕренме кĕреймерĕм. Медучилищĕрен шăл техникĕ пулса тухрăм. Малалла вĕренес кăмăл пурччĕ, анчах та çемьере йывăр вăхăт пуçланчĕ — 1992 çулта атте çĕре кĕчĕ. Анне пĕччен тăрса юлнăран, яла килмелле пулчĕ. Куçăмсăр майпа Чăваш ял хуçалăх академине пĕтертĕм, зооинженер специальноçне алла илтĕм — ялта кирлĕ вăл. Выльăхсене юратнипе çавăнта вĕренес терĕм. Хулара пурăнма кăмăл та çук, килĕшмест те. Ялта çăмăл ĕнтĕ, çут çанталăк газĕ çуртсене ăшăтать, сĕчĕ-çăвĕ, аш-какайĕ, улми-çырли — пурте пур. Ĕçлеме çеç ан ÿркен.

Шарафутдиновсен çемйи ĕçлесе те, пыл хурчĕ усраса та, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе те, кермен пек капăр кил-çурт çавăрса та ĕлкĕрнĕ. «Ĕçе юратса тумалла, пĕр-пĕрне яланах пулăшмалла»,— тет кил хуçи.

Хальхи çамрăксем пирки мĕн шутлани çинчен ыйтсан Ремис çапла хуравларĕ:

— Кашни ăрăвăн хăйĕн вăхăчĕ. Сăмахран, пиртен малараххисен пачах урăхла ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пулнă, пиртен çамрăккисен халĕ тата урăх пурнăç йĕрки. Вĕсем пăртак чăрсăрланнă çав, пурнăç тĕллевĕ çук вĕсен. Ĕç тупма йывăррипе те пулĕ ĕнтĕ ку. Çав вăхăтрах вĕсен аталанăвĕ вăйлăрах. Çамрăк ăрăва ĕненмелле, тĕрĕс çул çине тăратса малалла кайма пулăшмалла.

Ремиса тата унăн çемйине ăнăçу сунатпăр, мĕн ĕмĕтленни пурнăçланса пытăр. Ун сăмахĕ çумне хутшăнса,

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика