АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Студентсен пурнăçĕ

23 июля 2011 г.

Эпĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ пухатăп. Пĕр çулталăк сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Вĕренме пуçланă-пуçламанах пире, пĕрремĕш курс студенчĕсене, тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсене, конкурссене хутшăнтарчĕç. Чи пысăк конкурссенчен пĕри вăл — юпа уйăхĕнче иртекен «Çăлтăр пул». Кунта пĕрремĕш курс студенчĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ: юрлаççĕ, ташлаççĕ, сценкăсем лартаççĕ. Чи тивĕçлисене грамота тата парнесем парса чыслаççĕ. Ноябрьтен пуçласа декабрь вĕçĕччен вара кашни факультетăн кунĕсем иртеççĕ, унта е концерт, е юмах лартса параççĕ. Студентсемшĕн чи хаклă конкурс вара çуркунне пулса иртет, вăл «Студентсен çуркунни» ятлă. Сехет çурă пыракан концерт-тупăшăва жюри членĕсем хаклаççĕ. Унта хутшăнакансен артист пултарулăхне палăртмалла.

Чăнах та, студент пурнăçĕ питĕ интереслĕ. Çак вăхăт яланлăхах асра юлĕ. Кăçалхи выпускниксене вара эпĕ ăнăçу сунатăп.

Вĕсен конкурс витĕр ăнăçлă тухса студент ятне илтмелле пултăр. Аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ĕçчен, тăрăшуллă, анлă тавра курăмлă çамрăксене кăмăллаççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика