23 июля 2011 г.
Çу кунĕсенче уйрăм хуçалăхри, фермăри выльăх-чĕрлĕх çаран çине кĕтĕве тухать. Çак вăхăта усă курса витесене хĕле валли хатĕрлеме тăрăшмалла. Хăш-пĕр хуçалăхра ку енĕпе хальлĕхе пĕр утăм та туман.
Выльăх-чĕрлĕх пурăнакан хуралтă хĕл каçа нумай тасамарлăх пуçтарать. Нÿрĕк сывлăша пула маччасем, стенасем тĕксĕмленсе хура тĕспе витĕнеççĕ. Çăва тухсан, типсе çитсен, вĕсем хупăланаççĕ. Çак сийре сиенлĕ микроорганизм чылай пухăнать. Çакăнтан антисанитари пуçланать те.
Кун пек ÿкерчĕке ял хуçалăх предприятийĕсен фермисене çитсен час-часах асăрхама пулать. Ветеринарипе санитари правилисене пăхăнманни тĕрлĕ чир-чĕр сарăлас хăрушлăха ÿстерет. Выльăх-чĕрлĕх ахальтен, сăлтавсăр, аптраса ÿкмест. Тупсăмне инфекци килсе лекнинче, юрăхсăр апат çитернинче, санитари правилисене пăхăнманнинче шырамалла. Çак факторсем, уйрăмшарăн та, пĕтĕмĕшле пĕрле илсен те выльăх-чĕрлĕх сывлăхне пысăк сиен кÿме пултараççĕ.
Пĕр-пĕр хуçалăхра тупнă инфекци чирне, ăна пуçаракана, тÿрех аякран килнĕ тесе шутламалла мар, мĕншĕн тесен сиенлĕ микроорганизмсем выльăх кĕлеткинче çеç мар, унăн тулашĕнче те — тислĕкпе ун шĕве-кĕнче, çăрăлчăкра — чылай хушă пурăнса аталанма пултараççĕ.
Ферма ĕçченĕсемпе ветеринари службин пĕр тĕллев — выльăх-чĕрлĕхе чир-чĕртен упрасси. Ку тĕлĕшпе профилактика ĕçне туса пырассине тĕпе хуни питĕ кирлĕ. Уйрăмах витесене дезинфекциленин пĕлтерĕшĕ пысăк. Ăна пула чир-чĕре пуçаракан микроорганизмсем пĕтеççĕ.
Çынсем ĕлĕк-авалах дезинфекци пĕлтерĕшне ăнланнă. Халăх меслечĕсенчен кĕл е ун хутăшне сапни, вĕрекен шывпа сирпĕтни, уртăша тĕтĕмлени (унра формальдегид пур) анлă сарăлнă.
Хальхи вăхăтра дезинфекци туса ирттерме тĕрлĕ ятарлă шĕвек, хатĕр-хĕтĕр, техника, вĕсемпе пĕрлех правилăсемпе инструкцисем пур. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçшĕн хуçалăх ертÿçисем яваплă. Вăхăтра, пĕлсе те тĕрĕс тăвассине вара ветеринари специалисчĕ хăй çине илет.
Июлĕн 19-мĕшĕ тĕлне районти «Восток», «Рассвет», «Слава» ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх-чĕрлĕх витисене юсанă, шуратнă, дезинфекци тунă. «Труд», «Луч», «Дружба», «Родина», «Искра», «Урожай» хуçалăхсем фермăсене дезинфекциленĕ, анчах шуратман.
Кая хăвармасăр, çывăх вăхăтра çак ĕçсене пĕтерессе шанас килет. Выльăх-чĕрлĕх ăнăçасси вĕсен сывлăхĕнчен, тасалăхпа тирпейлĕхрен нумай килет.
Çакна вара пĕтĕмпех çын алли тăвать.
Источник: "Каçал Ен"