АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă кăмăл-туйăм парнелеççĕ

23 июля 2011 г.

«Юрă — манăн чун киленĕçĕ»,— тет «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕн ертÿçи Альбина Кокшина. 25 çул ытла ĕнтĕ вăл сцена çине тухса куракана ырă кăмăл-туйăм парнелет. Районти пĕр уяв та çак ушкăнсăр иртмест тесен те тĕрĕс пулĕ. Халăх юратăвне çухатас мар тесен малалла аталанмаллине те лайăх пĕлеççĕ вĕсем. Çуллахи концерт сезонĕпе паллаштарма эпĕ Альбина Кокшинаран ыйтрăм.

— Альбина, куракан сирĕн ушкăна хуть мĕнле сцена костюмĕпе те уйăрса илет. Пĕрре те алă усса лармастăр эсир, шав малалла ăнтăлатăр.

— Пултарулăхра яланах çапла пулнă: пĕр вырăнта тăрсан хамăр куракана çухатма пултаратпăр. Юрăçăпа куракан çыхăнăвĕ яланах çирĕп пулмалла. Çавăн пек чухне кăна киленĕç тупатпăр.

Кăçал Акатуй уявĕнче район халăхĕ умне тухса хамăр пултарулăха кăтартрăмăр. Канас тесе пĕри те шутламан. Акă июнь уйăхĕнче «Восток» хуçалăхра иртнĕ машинăпа сĕт сăвакансен тата осеменаторсен конкурсне пухăннисене те савăк кăмăл парнелерĕмĕр. Республикăри пур районтан та пуçтарăннисен икĕ сехете яхăн пирĕн юрăсемпе паллашма май пулчĕ. Районти физкультурăпа спорт комплексне уçнă кун та концертпа халăх умне тухрăмăр. Шупашкарта иртнĕ Республика кунĕн тата тăватă районăн — Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел — ентешлĕхĕн уявĕнче те хамăр пултарулăха кăтартрăмăр.

Утă уйăхĕн пуçламăшĕнче Тутарстанри Нурлат хулине çитсе килтĕмĕр. Унта «Уява» хутшăнтăмăр, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрăмăр. Куракансем те, ăна йĕркелекенсем те эпир кăтартнă «Çĕнĕ ял» композици тĕп темăна уçса панине çирĕплетрĕç. Пысăк хак пачĕç, çитес çул та çак мероприятире хисеплĕ хăнасен шутĕнче пуласса пĕлтерчĕç. Пытармастăп, уява йĕркелекенсем пире мухтарĕç.

— Паллах, сцена çине тухиччен малтан ирĕн-каçăн репетицисем иртеççĕ. Çуллахи вăхăтра ялти хĕрарăмăн пахчара та ĕçĕ нумай. Ăçтан вăхăтне тупаççĕ-ха ушкăнри юрăçсем?

— Кирек мĕнле ĕçре те, кăмăл пулсан, вăхăт тупма пулатех. Туртăм кăна пулмалла.

2012 çулта ансамбле пуçарса янăранпа 25 çул çитет. Çамрăксем вара аслисенчен вĕренсе пыраççĕ. Вуннăн вĕсем: И.Тихонова, М.Волкова, Л.Галкина, И.Басникова, Р.Басников, С.Игонина, И.Николаева, Л.Носова, К.Алексеева, Е.Хораськина.

— Альбина, ушкăна ертсе пыма çăмăл мар. Концертпа çула тухас умĕн укçа-тенкĕ нуши те пуçа хыçтарать пулĕ?

— Паллах, тем те кирлĕ артиста: диск çыртармалла, костюмсем çĕлеттермелле, нумай чухне автотранспорт ыйтăвĕсене те хамăрăнах татса пама тивет. Ансамбле çÿрекенсем çакна ăнланса пулăшса пыраççĕ. Укçа-тенкĕсĕр пĕр утăм та тăваймастăн. Пире çак ĕçре нумай çул ĕнтĕ Комсомольски райпо совечĕн председателĕ Е.И.Карпеев, «Кооператор» ПК директорĕ Е.А.Карпеева, хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçи Н.В.Иванов пулăшу параççĕ. Искусствăна аталанма пулăшакансене пысăк тав сăмахĕ калатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика