23 июля 2011 г.
Çак авалхи, хисеплĕ ĕçе пĕлекен маçтăрсем сахаллансах пыраççĕ. Ĕçĕ те нумаях тупăнмасть пулĕ хальхи вăхăтра, çамрăксем вĕренме тăрăшмаççĕ.
Ача чухне, вăтăрмĕш çулсенче, тимĕрçĕ лаççи патĕнче тимĕрçĕсем мĕнле ĕçленине пăхса тăрса савăнаттăмăр. Хĕрнĕ тимĕре вĕри вучахран кăларса сунтал çинче туптама тытăнсан, кĕвĕ евĕрлĕ сасă пулатчĕ. Аслă тимĕрçи пĕчĕкрех мăлатукпа кувалдăпа ăçта çапмаллине кăтартса шаккаса илет те, сунтал çине хăйĕн йывăрăшĕпе аннă мăлатукĕ пĕчĕк шăнкăрав пек янăракан сасă кăларать. Вăл ахаль мар, тимĕре мĕнлерех вăйпа çапмаллине пĕлтерсе хистет имĕш. Хăвăртрах чĕтрентере пуçласан йывăр мăлатук та вăйлăрах кÿслеттерме пуçлать. Хăватлă ĕç музыки таçтанах илтĕнсе тăратчĕ. Çапма чарăнмаллине систерсе аслă тимĕрçĕ мăлатукне сунтал çине хăяккăн çавăрса хурать. Хĕлĕн-çăвĕн лаç патĕнчен çын татăлман. Лашасене таканланă, урапа кустăрмисене тимĕрленĕ. Çăва тухсан ĕçĕ тата нумайланнă. Ял хуçалăх машинисене юсанă, çавасем туптанă, çурласене шăлланă тата ытти те.
Нĕркеç ялĕнче çавăн пек ăста — Владимир Георгиевич Федотов пурăнать. Вăл пенсие тухнă пулсан та, çак çăмăл мар ĕçре тăрăшать-ха.
«Гигант» колхоз чухнех, 1990-мĕш çулсенче, Петя Орлов тимĕрçĕпе пĕрле ĕçлеме тытăннă. Кунран-кун вĕренсе, ăсталăхне ÿстерсе пынă. Петьăн ашшĕ те вăрçă пуçланиччен тимĕрçĕре ĕçленĕ. Фронтран сусăрланса таврăнсан текех сунтал умне пырайман вăл. Петя унăн профессине малалла тăсаканĕ пулнă. Владимир Георгиевич çамрăк чухне тимĕрçĕ пулатăп тесе шухăшламан та пулĕ. Канашри ДОСААФра шофера вĕренсе тухнă. 1970 çулта салтак тивĕçне пурнăçлама вăхăт çитнĕ. Служба Германинче иртнĕ. Автовзвод командирĕн пулăшаканĕ, аслă сержант званипе 1972 çулта киле таврăнсан, Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш техучилищĕре вĕренсе «Аппаратчик химической промышленности широкого профиля» профессие алла илнĕ. Ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ пулсан та, колхозра тĕрлĕ ĕçре ĕçлеме пуçланă. 1982—1990 çулсенче ферма заведующийĕнче тăрăшнă. Çав вăхăтра Вăрнарти совхоз-техникумра вĕренсе зоотехник пулса тăнă.
1976 çулта Нĕркеç хĕрĕпе — Валентинăпа пĕрлешсе çемье çавăрнă, мăшăрĕ халĕ фермер хуçалăхĕнче бухгалтерта ĕçлет. Вĕсем виçĕ ача çуратса пăхса ÿстернĕ. Евгений, Татьяна, Ирина пединститут пĕтерсе пурнăç çулĕ çине тухнă. Ашшĕ-амăшне савăнмалăх ултă мăнук ÿсет.
Ятлă çынна ял савать. Владимир Георгиевичăн грамотăсем нумай. Чи сумлисем — 2002, 2007 çулсенче Чăваш Республикин тата Россия Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствисем панă Хисеп грамотисем, «Ĕç ветеранĕ» медаль.
Ÿркенмест ветеран, халĕ вăл Н.В.Ивановăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ĕçлет.
Источник: "Каçал Ен"