АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахалăх кăсăклантарать

20 июля 2011 г.

Шывсăр пурнăç çук тенине эпир илтме хăнăхнă. Унпа перекетлĕ усă курасси пирки те пурте лайăх пĕлетпĕр. Иртнĕ çул пулнă шăрăх пусăсене, çырма-çатрана типпе хăварни шывăн пĕлтерĕшне, унăн хакĕ калама çук пысăк пулнине кăтартса пачĕ. Уйрăм хуçалăхсем пĕчченшерĕн те, темиçен пуçтарăнса та артезиан пуссисем чавтарчĕç. Çакăншăн нумай тăкакланма тиврĕ. Килĕрен пусă пурри аван ĕнтĕ. Апат-çимĕç хатĕрлеме, выльăх-чĕрлĕх, пахча шăварма, хура-шур тасатма шыв сахал кирлĕ-и? Анчах та мана тепĕр ыйту канăçсăрлантарать. Шкулта вĕренекен ывăл ачан пÿринче чул пуррине палăртрĕç тухтăрсем. Пĕрре çеç мар, иккĕ те иккен. Паллах, шурă халатлисене чир историйĕ кăсăклантарать. Шел пулин те, килти шыв сирĕн мĕнлерех, тесе ыйтсан хурав параймарăм. Ман пек пĕлменлĕхпе пурăнакансем чылай. Харпăр хăйсен пуссинчи шыв пахалăхне тĕрĕслеттерменнисем — кашни утăмрах. Паллах, ку ĕçе тума никам та хирĕç мар. Анчах ятарлă лабораторире шыври компонентсене тĕрĕслесе пĕлме йÿнех мар теççĕ. Çав анализ 5 пинтен пуçласа 15 пине çитме пултарнине илтме тÿр килчĕ. Сывлăхшăн ним те шеллемелле мар та çав, анчах шыв тĕрĕслевĕшĕн çавăн чухлĕ укçа кăларса хума ял çыннишĕн çăмăл тесе калаймăн. Хамăр тăрăхри хăш лабораторире тата йÿнĕрех хакпа тума май çук-ши çакна тесе ыйтасшăн эпĕ. Ку ыйту хаçатăн ытти вулаканĕсемшĕн те кăсăклă пуласса шанатăп.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика