20 июля 2011 г.
Районти экономикăпа социаллă аталанăвăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулти пĕтĕмле-тĕвĕсем промышленность производствин калăпăшĕ, вак суту-илÿ çаврăнăшĕ, халăха тĕллевлĕ пулăшу парасси, çынсен укçа-тенкĕ тупăшĕ тата шалăвĕ ÿснине кăтартса параççĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, промышленность производствин калăпăшĕ утă уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне 57,03 млн тенкĕпе танлашнă.
Нумай организацире ĕç кал-кал пырать. Сăмахран, минераллă шывсем тăвасси 917,3 пин кĕленчене çитнĕ, иртнĕ çулхи ку вăхăтрипе танлаштарсан, 3,2 процент ÿснĕ. Алкогольсĕр шĕвексем кăларасси вара пĕлтĕрхи пĕрремĕш çур çуллăх шайĕпе илсен — халĕ 100,5 процент. «Агрокабель» ООО тăвакан проводасен тăршшĕ кăçал хальлĕхе 1264 километра çитнĕ, пĕлтĕр кăрлач — çĕртме уйăхĕсенчи кăтартупа танлаштарсан ку шай — 138,9 процент. Кунта кăçал 6 уйăхра 63 километр тăршшĕ кабель тунă, пĕлтĕрхинчен 3 хут пысăкрах.
Çăкăр тата çăнăхран пĕçернĕ ытти çимĕçсем, кондитер изделийĕсем хатĕрлесси 406,9 тоннăна çитнĕ (пĕлтĕрхи шайпа танлаштарсан — 104,8 процент).
Ял хуçалăхĕ район экономикин тĕп отраслĕ пулса тăрать. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 28 ял хуçалăх организацине регистрациленĕ.
Çак уйăх пуçламăшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх шучĕ — 12734 пуç (пĕлтĕрхинчен 245 пуç сахалрах), халĕ 7898 пуç сысна шутланать пулсан, иртнĕ çулхи ку тапхăртинчен 2475 пуç чакнă. Вĕсен талăкри ÿт хушаслăхĕ вăтамран 310 грампа шайлашать (пĕлтĕрхинчен 3 процент сахалрах). Мăйракаллă шултра выльăхсен ÿт хушаслăхĕ — 410 грамм.
Тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсенче аш-какай туса илесси 1458 тоннăна (97,2 процент) çитнĕ, ял хуçалăх организаци-йĕсенче ку кăтарту — 583 тонна (пĕлтĕрхи пĕрремĕш çур çул шайĕпе илсен — 109 процент).
Пĕлтĕрхи шăрăх çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсене пăхмасăрах сĕт суса илессипе те ĕçсем начар мар пыраççĕ. Районĕпе ку цифра пĕрремĕш çур çулта — 16697 тонна (пĕлтĕрхинчен 3 процент ытларах). Ял хуçалăх предприятийĕсенче 5000 тонна сĕт суса илнĕ (иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан — 89 процент). Пĕр ĕнерен вăтамран илекен сăвăм ÿснĕ, вăл 2407 килогрампа танлашнă (пĕлтĕрхи çак шайран 9 процент сахалрах). Кăçал çак вăхăта 100 гектар ял хуçалăх çĕрĕсем пуçне 186,04 центнер сĕт суса илнĕ (пĕлтĕр вара — 229,7 центнер).
6 уйăхра 7222 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă, ку вăл пĕлтĕрхинчен 9,5 процент нумайрах. Уйрăм предпринимательлĕх субъекчĕсене шута илмесен, суту-илÿ çаврăнăшĕ 219 млн тенке çитнĕ. Апла пулин те пĕлтĕрхинчен 2,1 процент сахалрах.
Район экономикине аталантарас ĕçре пĕчĕк предпринимательлĕх пысăк вырăн йышăнать. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне уйрăм предпринимательсен 128 пĕчĕк предприятине шута илнĕ. Вĕсен ĕç калăпăшĕ пĕрремĕш çур çулта 280,5 млн тенке çитнĕ (пĕлтĕрхи шайпа танлаштарсан — 91,5 процент). Ку сферăра ĕçлекенсен шучĕ — 1457 çын. Кăçалхи çу уйăхĕнчи вăтам ĕç укçи — 10564,8 тенкĕ (ака уйăхĕпе танлаштарсан вăл 4,1 процент ÿснĕ, пĕлтĕрхи çу уйăхĕпе илсен 15 процент хăпарнă).
Çĕртме уйăхĕн вĕçнелле районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта 154 çын ĕçсĕррисен шутĕнче пулнă. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ку кăтарту 0,96 процент сахалланнă.
Источник: "Каçал Ен"