20 июля 2011 г.
1931 çулта Чăваш АССРĕнче машинăсемпе тракторсен станцийĕн рабочийĕсемпе батраксен союзне туса хунă. 1937 çулта вара çак комитета «Кăнтăрти тата Центрти машинăсемпе тракторсен станцийĕн рабочисен союзĕ» ят панă.
...1962 çулта çĕр-шывра партипе патшалăх органĕсенче пысăк улшăнусем кĕртме пуçланă.
Совет Союзĕн Коммунистсен партийĕн XXII Съездĕнче йышăннă Программăра çапла палăртнă: «Коммунистсен партийĕ малашне те профсоюз органĕсем пĕлтерĕшлĕ пулччăр тесе тăрăшĕ».
Комсомольски районĕнче 1965 çулхи мартăн 29-мĕшĕнче ял хуçалăхĕнчи рабочисемпе служащисен профсоюз комитечĕн 1-мĕш конференцийĕ иртнĕ. Районти предприятисенчен, организацисемпе колхозсенчен пурĕ 54 делегат пухăннă. Президиумра В.Ф.Афанасьева («Знамя» колхоз), Л.А.Семенова («Урожай» колхоз), В.Н.Кушников (технадзор инженерĕ), Н.Г.Курицын («Россия» колхоз), А.Л.Назаров («Дружба» колхоз), С.Н.Султанов («Алга» колхозăн заправщикĕ), В.К.Самукова (Ленин ячĕллĕ колхозăн тĕп бухгалтерĕ), Г.М.Ханов (выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцин вет-врачĕ), Комсомольскинчи «Сельхозтехника» ĕçченĕсем Н.П.Платоновпа Е.А.Краснова, В.Т.Чалдышкин (аслă инженер-землеустроитель) пулнă. Ревизи комиссине 5 çынран палăртнă: М.А.Ананьев (Ленин ячĕллĕ колхоз тракторисчĕ), Р.А. Абульханов («Заветы Ильича» колхозăн тĕп бухгалтерĕ), Ю.А.Арсентьева («Сельхозтехника» счетовод-кассирĕ), И.Я.Вишнев («Гигант» колхоз заправщикĕ), В.И.Зайцев («Россия» колхоз агрономĕ).
1969 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ РК профсоюзĕн пленумĕнче председателе Петр Кузьмич Манзуркина суйласа хăварнă.
Агропромышленность комплексĕнче 2000 çул пуçламăшне районта 5111 профсоюз членĕ пулнă. Ку вăл çакăнта ĕçлекенсен йышĕн 98,2 проценчĕпе танлашать. Паянхи кун çак секторта — 1057 профсоюз членĕ.
Источник: "Каçал Ен"