АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайнлăксем ачисене пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхтереççĕ

20 июля 2011 г.

Гульназ Шарафутдинова пирки Кайнлăк ял тăрăхĕнче çапла калаççĕ: «Лашана та чупнă вăхăтра тытса чарать, çунакан çурта та кĕме пултарать». Вăл чылай çул ĕнтĕ «Кызыл сабанча» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче бригадирта тăрăшать. «Хальхи хĕрÿ вăхăтра талăкра 3—4 сехет выртса каннипе çырлахатпăр. Хĕллехи каçсем вăрăм, телевизор умĕнче ун чухне те ларса киленĕпĕр-ха»,— йăл кулчĕ Гульназ Фазылзяновна, хирсемпе паллаштарнă май.

Унăн мăшăрĕ те, Радиф Мингазымович, хăйĕн пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Вăл — «Кызыл сабанча» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçин пулăшаканĕ.

Данис Гайзатуллин тракторист та ĕçре тăрăшуллă. Çавăнпа ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулакана директор пĕр хутчен кăна мар Хисеп хучĕпе наградăланă. Данис Сенетуллович техникăна яланах юсавлă та тирпейлĕ тытать. Хуть мĕнле çанталăкра та рейса тухма хатĕр.

— Хамăн çемьепе атте-анне килĕнчен уйрăлса тухса уйрăм çурт лартрăм. Патшалăх та укçа-тенкĕ парса пулăшрĕ. Ялти пурнăç килĕшмесен кунта тĕпленмĕттĕм. Ирхи сывлăма, тăри сассине, уçă сывлăша хула урамĕсенче автомашинăсем кăларакан газ шăршиллĕ тавралăхпа, вĕри сывлăш парса тăракан асфальтпа ылтăн купи хам çÿллĕш парсан та улăштармастăп,— тет Д.Гайзатуллин.

Унăн мăшăрĕ, Энже, Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче тутар чĕлхипе литературине вĕрентет. Çемьере вĕсем ачисемпе тутарла та, чăвашла та пуплеççĕ. Чăваш халăх культурине те хăнăхтараççĕ.

«Класри ачасем тутарла та, чăвашла та лайăх пĕлеççĕ. Пĕчĕкрен пĕр-пĕринпе килĕштерсе ÿсеççĕ»,— терĕ педагог.

Ачисене çамрăклах ĕçе те хăнăхтараççĕ кайнлăксем. Мĕншĕн тесен алă усса ларнипе хырăм тăранманнине аван пĕлеççĕ вĕсем.

Кашни хуçалăхра тенĕ пекех ĕне, лаша тытаççĕ, чăх-чĕп, хур-кăвакал та ÿстереççĕ. Ачаран ĕçе пиçĕхтермеллине тĕпе хураççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика