20 июля 2011 г.
Июлĕн 18-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркине 7 ыйту кĕртнĕ. Пĕрремĕш тата иккĕмĕш ыйтусемпе район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалисчĕ Л.Ш.Гинатуллина тухса калаçнă. Виççĕмĕш ыйтупа финанс пайĕн начальникĕ И.Г.Васильева сăмах илнĕ. Ун хыççăн районти полици пайĕн начальникĕ Г.Н.Кокшин пухăннисем умĕнче калаçнă. Геннадий Николаевич 2008 çулта профилактика тĕлĕшпе йышăннă тĕллевлĕ программăна мĕнле улшăнусем кĕртни çинчен чарăнса тăнă.
Юлашкинчен район пуçлăхĕ Е.И.Карпеев, комисси председателĕ В.И.Кириллов кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусемпе тухса калаçнă.
Депутатсем кашни ыйтăва сÿтсе явса тивĕçлĕ йышăнусем тунă, вĕсене сасăласа çирĕплетнĕ.
Источник: "Каçал Ен"