АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăхсемшĕн усăллă апат хатĕрлесчĕ

16 июля 2011 г.

«Кызыл сабанча» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче хальхи вăхăтра хĕрсех выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлеççĕ. Пĕрисем курăк типĕтнĕ çĕрте тăрăшаççĕ, теприсем сенаж хываççĕ. Уяр кунсенчи кашни сехетпе туллин усă курас тесе вăй хураççĕ вĕсем. Паянхи куна хуçалăх 129 тонна утă хатĕрленĕ. Вĕсенчен 59 тоннине ĕçченсене сĕт сутнăшăн тата ĕç укçишĕн валеçнĕ.

— Кăçал пĕр çул ÿсекен курăксене 29 гектар, нумай çул ÿсекеннисене 23 гектар çинче ÿстерсе пуçтарса кĕртнĕ. Кунсерен хире 10 çын ытла ĕçе тухать. Çĕр ĕçĕ нихçан та çăмăл пулман, çавăнпа та çамрăксем хуçалăхра пит юласшăнах мар,— терĕ пăшăрханса Мингазым Шарафутдинов ертÿçĕ. — Кĕске вăхăтра пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксене çулса пĕтеретпĕр. Выльăхсемшĕн усăллă апат хатĕрлесчĕ.

Искандер Насыбуллин 1993 çултанпа çĕр çинче ĕçлет. Халĕ арçын «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕн хирĕсенче Е-303 маркăллă комбайнпа утă хатĕрленĕ çĕрте вăй хурать. Çулас ĕç пĕтсен вара вăл «хурçă ут» çине куçса ларать.

Искандер 8 класс пĕтерсен Комсомольскинчи «Сельхозтехникăра» тракториста вĕреннĕ. Алла специальность илсен «Знамя» колхозра механизаторта ĕçлеме пикеннĕ. Виçĕ çултан И.Насыбуллин салтак тумĕ тăхăннă, Мускав хулинче службăра тăнă. Тăван ене таврăнсан колхозрах ĕçлеме пуçланă.

Çемье çавăрасси пирки шутласа тăванĕсем пулăшнипе çурт лартать, çăмăл автомашина туянать. «Мăшăра патша майрине кермене илсе кĕнĕ пек тăвас килчĕ»,— тет вăл шÿтлесе.

Искандер 2007 çулта Урмаел хĕрĕпе, Гелияпа, çемье çавăрнă. Икĕ ача — Аделинăпа Финат — çĕнĕ çуртра чĕвĕлтетсе чупса çÿреççĕ.

Паянхи кун Искандер Мингалеевич — хуçалăхра чи маттур трактористсенчен пĕри. Кирек хăш ĕçе шанса парсан та ăна пахалăхлă пурнăçлать. Ĕç укçи пысăках мар пулсан та, хулана пурăнма куçма шутламаççĕ Насыбуллинсем.

... «Ял пĕтсен — пурнăç пĕтет» тенĕ ваттисем. Искандер пек, çĕре юратакан, яла кăмăллакан пур пулсан — пурнăç пĕтмест-ха.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика