АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăтам пĕлÿпе пĕрле — хушма професси

16 июля 2011 г.

Районĕпе пĕртен-пĕр Асанкасси вăтам шкулĕн çеç тракторист-машинист профессине хатĕрлеме ирĕк паракан лицензи пур. Кунта вĕренÿ пÿлĕмне мĕн кирлипе пĕтĕмпех тивĕçтернĕ. 10—11-мĕш классенче вĕренекенсем, ытларах арçын ачасем, Т-40 АМ тракторпа çÿреме хăнăхаççĕ. Çамрăксене çак профессие алла илме Николай Васильевич Данилов 33 çул вĕрентет. Çулсерен 10—12 каччă экзаменсене ăнăçлă тытса механизатор пулма пултарассине кăтартса парать. Кăçал, хăйсем патĕнче ку уроксем пулманнипе, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнчи каччăсем те çÿрерĕç кунта, малтан вĕреннине сая ямарĕç, ыттисемпе пĕрлех алла документсем илчĕç.

Хăйĕн вĕренекенĕсемпе Николай Васильевич республика конкурсĕсене, тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнать. «Хăрушсăрлăх кустăрминче» тĕрлĕ номинацире асанкассисем пĕр хутчен çеç мар призерсем пулса тăнă.

Вăтам шкул пĕтерни çинчен паракан аттестатпа пĕрле професси илни те пурнăçра питĕ кирлĕ, усăллă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика