13 июля 2011 г.
«Çамрăк ăру — пирĕн пуласлăх»,— тени никамшăн та çĕнĕлĕх мар. Районти шалти ĕçсен пайĕн полицейскийĕсем çул çитмен çамрăксем пирки йышăннă саккунсене туллин пурнăçласа пыраççĕ. Профилактика тĕллевĕпе рейдсем, операцисем тата ытти мероприятисем йĕркелеççĕ.
Акă, июнĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 3-мĕшĕччен районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем «Подросток — беспризорник» операци ирттерчĕç. Ку вăл пĕрремĕш тапхăр пулчĕ. Операци пынă кунсенче полици ĕçченĕсем ăнăçсăр çемьесене çитсе калаçусем ирттерчĕç, çул çитмен ачасен пурнăç условийĕсемпе паллашрĕç. Çавăн пекех ĕçпе кану лагерĕсенче, ача сачĕсенче пулса калаçусем йĕркелерĕç.
Йĕркене пăсакансем тĕлĕшпе административлă 6 протокол çырса явап тыттарчĕç.
Каçхи рейдсене те тухрĕç полицейскисем. 13 суту-илÿ точкинче пулса обществăлла йĕркелĕхе пăсакансене асăрхаттарчĕç.
Источник: "Каçал Ен"