13 июля 2011 г.
Патшалăх вăхăтран вăхăта халăх çыравĕ (перепись) ирттерет. Унăн кăтартăвĕсене шута илсе çĕр-шыв аталанăвне йĕркелемелли çул-йĕре палăртаççĕ.
Халăх йышĕ чакса пыни пĕтĕм пурнăçа — экономикăна, политикăна, культурăна тата ытти тытăмсене чăрмавлă витĕм кÿрет.
Раççейре юлашки çулсенче демографи ыйтăвĕ çивĕчленчĕ — халăх йышĕ çултан-çул чылай чакса пычĕ. Демографи лару-тăрăвне лайăх енне улăштарас тĕллевпе Правительство юлашки вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттерчĕ (ачапа ача амăшĕн, çемьен пурнăçне чылай çăмăллатрĕ, пособисен виçине ÿстерчĕ тата ытти те), лару-тăру майĕпен йĕркеленсе пынине куратпăр. Çапах та демографи енĕпе çивĕчлĕх пĕтнĕ теме çук-ха. Халăх йышĕ чакасси вĕçленмен.
Иртнĕ çулхи çырав кăтартăвĕсем Чăваш Республикинче те, пирĕн районта та иртнĕ (2002 çулхи) çыравпа танлаштарсан, нумаях мар пулин те, йыш чакнине пĕлтĕмĕр.
«Каçал ен» хаçатра иртнĕ çулхи çырав тăрăх районти кашни ялта тата ял поселенийĕнче миçе çын пурăннине кăтартакан сведенисем пичетленчĕç. Вĕсемпе паллашнă май, эпĕ икĕ çырав хушшинче мĕнле улшăнусем пулнипе кăсăклантăм, кăштах тĕпчени вырăнлă пулĕ терĕм.
Халăх йышĕнче мĕнле улшăнусем пулса иртнĕ-ха икĕ çырав хушшинче?
2002 çулхипе танлаштарсан, районти халăх йышĕ пĕр процент ытларах çеç чакнă, пăшăрханмаллиех çук пек.
Кашни ял кăтартăвĕсене танлаштарса пăхсан, шухăшламалли, пăшăрханмалли сахал мар. Икĕ çырав хушшинче районти 34 ялта йыш 804 çын чухлĕ чакнă. Çав хушăрах 20 ялта йыш чакман, кăштах хушăннă та — ÿсĕм 374 çын чухлĕ.
Ирĕксĕрех ума çакăн пек ыйту тухса тăрать: хăш ялта халăх ытларах чакнă, хăшĕнче хутшăннă та?
Икĕ çырав хушшинче Хырхĕрри ял поселенийĕнче халăх йышĕ 52 çын чухлĕ сахалланнă, çав шутра Эткерте — 42 çын.
Шурут ял поселенийĕнче халăх йышĕ 153 çын чухлĕ, уйрăмах Йÿç Шăхалĕнче (60 çын) чакни курăнать.
Александровка ял поселенийĕнче те малтанхинчен 102 çын сахалрах пурăнать (Киров поселокĕнче — 20, Кивĕ Сĕнтĕрте — 42, Хырай Ĕнелĕнче — 12).
Тукай ял поселенийĕнче 132 çын сахалланни курăнать (Анат Тимĕрчкасси — 26, Тури Тимĕрчкасси — 26, Çĕнĕ Мăрат — 60, Тăманлă Выçли — 22).
Асанкассисем те йыша 73 çын чухлĕ чакарнă.
Демографи енĕпе Аслă Çĕрпÿел, Урмаел, Элпуç, Комсомольски ял поселенийĕсенче лару-тăру йĕркеллĕ теме пулать: чакни çукпа пĕрех, Урмаел ял поселенийĕ вара икĕ çырав хушшинче халăх йышне 213 çын чухлĕ ÿстернĕ (Урмаел — 98, Тукай Мишер — 115).
Халăх йышĕ чакнин сăлтавĕсем, паллах, тĕрлĕрен. Пирĕнтен килмен (объективлă) сăлтавсем те пулнах ĕнтĕ: общество пурнăçĕнчен, утăмĕнчен аякка пăрăнса юлма йывăр.
Çапах хамăртан килнĕ сăлтавсем те сахал мар тесшĕн. Сăмахран, сывă пурнăç йĕркине пурте тытса пымаççĕ. Хăш-пĕр ялсенче çамрăксем те, ваттисем те куллен «уяв» тăваççĕ — ĕçкĕпе иртĕхеççĕ. Табак туртакансен йышĕ чакни сисĕнмест. Наркотиксемпе туслашнисем пур мĕн. Вĕсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать.
Арлă-арăмлă пурăнакансен ача тĕвĕленетех ĕнтĕ. Анчах нумайăшĕ çуратасшăн мар е пĕр ачапах çырлахаççĕ. Пурнăç йывăр, теме пăхаççĕ. Пурнăç вăл нихăçан та çăмăл пулман. Вăрçă хыççăнхи çулсенче питех те йывăр килнĕ. Анчах çĕнтерÿçĕ-халăх малашлăх çинчен ытларах шутланă, халăх йышĕ ÿсмесен çĕр-шыв аталанас çуккине ăнланнă. Кашни çемье 5—6 ачаран кая мар çуратса пăхса ÿстернĕ. Мăнукĕсем вара ытларах паянхи çинчен çеç шутлаççĕ пулас. Ял та, хула та ватăлса пырать вĕт.
Источник: "Каçал Ен"