13 июля 2011 г.
Пирĕн пурнăçра чи кирли — юрату. Юратура çемье чăмăртанать. Çемье çавăрнă ар çынпа хĕрарăм ача ашшĕпе амăшĕн телейне туллин туйса пурăнаççĕ. Телейлĕ çемьере ачисем те чун тĕлĕшпе сывă та йĕркеллĕ çитĕнеççĕ. Пурте пĕлетпĕр, çĕр çинче туслă çемье нумайрах пулсан вăл çирĕпрех те пуянрах. Мĕн авалтан пирĕн çĕр-шывра çемье пурнăçĕ, пĕр-пĕрне юратни, шанни хисепре пулнă. Паянхи кун та çав ăнлавсем хăйсен вăйне çухатман-ха. Ахальтен мар ĕнтĕ июлĕн 8-мĕшĕнче Çемье, юратупа шанчăклăх кунне уявлаççĕ.
Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакан Галина Федоровнăпа Владимир Васильевич Никифоровсене Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов тата тĕп специалист Л.В.Григорьева «Юратупа шанчăклăхшăн» медаль парса чыс турĕç, ачисене тивĕçлĕ воспитани панăшăн тав турĕç, малашнехи пурнăçра та телейпе юрату сунчĕç.
Эпĕ Никифоровсемпе калаçатăп. «Орден-медале çынна ĕçри, вăрçăри е пурнăçри паттăрлăхшăн параççĕ. Эпир нимĕнле паттăр ĕç те туман-ха ĕнтĕ. Пирĕн пек çемье районти кашни ялтах сахал мар. Çавах та правительство çемье çине çавăн пек тимлĕх уйăрни савăнтарать»,— терĕ Владимир Васильевич.
«Çамрăксем çемье çавăрччăр, тулли çемьере ачасем çуралччăр. Пурте пĕр-пĕрне юратса та шанса пурăнасчĕ»,— çапларах пулчĕç Галина Федоровна сăмахĕсем.
Источник: "Каçал Ен"