АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Обществăлла ĕçе хутшăнсамăр

13 июля 2011 г.

Ĕçсĕр юлнă çынсене пулăшма вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелени — патшалăх программин тĕллевĕсенчен пĕри.

Обществăлла ĕçсене хутшăнма пурте пултараççĕ, çав хушăрах черчен сывлăхлисем, ĕçпе тивĕçтерекен органра тăнисем тата ĕçсĕр граждансем.

Комсомольски районĕнче çакăн пек ĕçсене хутшăнма пулать:

— ялсене, парксене, скверсене, кану вырăнĕсене тирпейлеме, чечек-курăк лартма;

— обелисксен, палăксен, масарсен тата ытти вырăнсен тирпейне тытса тăма;

— уй-хир ĕçĕсене хутшăнни, улма-çырла пухни. Ял хуçалăх продукцине хатĕрлесе тирпейлеме;

— тиесе-пушатас тата квалификацисĕр ытти ĕç;

— çуллахи каникулта ачасем валли кану йĕркелени тата вĕсене сыватни, шкула кайма хатĕрлекен учрежденисенче ачасене пăхни;

— предприятисенче (организацисенче) техникăлла ĕçсене йĕркелени, архивра пулăшни тата ытти çĕрте ĕçлени.

Обществăлла ĕçе хутшăнни ĕçсĕррисене калама çук пысăк усă парать: хăйсене кăтартма май пур, уйрăмах çамрăк специалистсене кирлĕ, нумай вăхăт хушши ĕçсĕр ларнă хыççăн вăй-хăват кÿрет. Районти организацисенче ĕçлени руководительсемпе, тĕп бухгалтерсемпе, предприяти тата район специалисчĕсемпе паллашма çул уçать, çакна пула пушă ĕç вырăнĕ пурри çинчен информаци тупма пулать. Укçа тÿлекен обществăлла ĕçе хутшăннă тапхăр граждансен ĕç стажне кĕрет.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр темиçе çул ял поселенийĕсемпе çыхăну тытать. Анчах та ĕçсĕр аптракансем яланах обществăлла ĕç патне туртăнмаççĕ. Çакна икĕ пулăмпа ăнлантарма пулать.

Пĕрремĕшĕ — психологи сăлтавĕ. Ку — квалификацисĕр ĕç. Иккĕмĕшĕ — экономика сăлтавĕ. «Çимелли пур чухне алла кĕреçе тытмăп».

Çавăнпа кашнин халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра кайиччен шутласа хумалла: мĕн тупасшăн вăл кунта — ĕç е ĕçсĕрлĕх пособийĕ;

Хăшĕ аванрах-ши: культурăпа кану паркĕнче ĕçлесе укçа тунă вăхăтра урăх ĕç шырани е кĕпе арки йăваласа ларни?

2011 çулхи пĕрремĕш çур çулта районти предприятисемпе, организацисемпе 126860 тенкĕ те 42 пуслăх 15 договор алă пуснă. Çак тапхăрта ĕçсĕр 70 гражданина вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă.

Ĕç паракансем! Эпир сире ĕçсĕррисем валли ĕç вырăнĕ йĕркелеме чĕнетпĕр. Тен, сирĕн обществăлла ĕç пур; Служба специалисчĕсем сире кирлĕ кандидатура суйласа парĕç. Ĕçсĕррисене обществăлла ĕçе хутшăнтарса вĕсене питĕ пулăшатăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика