13 июля 2011 г.
Иртнĕ кунсенче Евгений Алексеев Раççей федераллă хăрушсăрлăх службин Мускаври институтне «хĕрлĕ» дипломпа пĕтерсе тăван ене отпуска килчĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах пултарулăхпа палăрнă ентеш тĕп хулара та чăваш ятне çÿлти шайра тытнă. Вĕренÿпе спортра кăна малтисен ретĕнче мар, дисциплина енĕпе те чи маттуррисен шутĕнче пулнă.
Е. Алексеев Йÿç Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьере вăл виçĕ ачаран иккĕмĕшĕ — пĕртен-пĕр ывăл. Ашшĕпе амăшĕ, Николай Ильичпа Ираида Николаевна, хăйсем те пăрчăкан пек вăр-варскерсем, ачисене мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă, аслисене хисеплеме, тирпейлĕхе тата ытти ырă йăлана вĕрентнĕ.
Евгений 1997 çулта пĕрремĕш хут парта хушшине ларнă. Шкулта тăрăшса вĕреннĕ, кашни вĕренÿ çулталăкне пур предметпа та «5» паллăпа кăна вĕçленĕ. Мĕн пĕчĕкренех спортпа тата физкультурăпа туслăскер, ялта, районта иртекен пур ăмăртăва та хутшăнма тăрăшнă.
«Шкулта вĕреннĕ кунсене аса илсен, паллах, чи малтан пĕрремĕш учитель – Галина Федоровна Краснова пирки калас килет. Вĕрентекен вăл анне-атте пекех, нушине те, савăнăçне те унпа пĕрле пайлатăн. Унăн урокĕсене шыв сыпнă пек итлесе ларатăн. Кашни сăмахне ăша хываттăм. Ырă кăмăллă, ăш-пиллĕ вĕрентекенччĕ вăл. Галина Федоровна кашнин патне чун-чĕре уççине тупнă»,— аса илчĕ Женя шкул пурнăçне.
Вăл 9-мĕш класа Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнчи Александра Деверинская ячĕллĕ вăтам шкула вĕренме куçать. Е.Алексеев математика, обществознани, истори предмечĕсемпе уйрăмах пысăк çитĕнÿсем тăвать. Республикăра ирттерекен обществознани, истори предмечĕсен олимпиадисенче малти вырăнсене йышăнать.
«Пĕрремĕш хут республика шайĕнче иртекен ăмăртăва 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне хутшăннăччĕ. Аслăарапуçсем хăвăрт утассипе пултаруллă пулнă. Эпĕ те ăста наставник-спортсменсене пула ăмăртусенче час-часах мала тухаттăмччĕ. Уйрăмах 800 метра чупассипе малтаччĕ»,— калаçрĕ малалла федераллă хăрушсăрлăх службин лейтенанчĕ. Çумăр çунă чух хĕвел пăхнăран карăннă асамат кĕперĕ пек ăнсăрт телей мар вăл — спортри çĕнтерÿ. Куллен тар тăкмалла, организма пиçĕхтермелле.
2006 çулта пĕтĕмĕшле пĕлÿ экзаменĕсене ăнăçлă парса Мускаври РФ ХС институтне вĕренме кĕрет. «Çак профессие суйласа илме мана атте тата С.Н.Лукин учитель пулăшрĕç. Патриот туйăмĕсене чĕрере Сергей Николаевич хускатрĕ. Ун хыççăн хамăн малашнехи пурнăçа çарпа çыхăнтарма ĕмĕт çуралчĕ»,— терĕ Евгений. Ашшĕпе ывăлĕ пĕр урапапах чупаççĕ тени ăнсăртран маррине Алексеевсем çинчен пĕр иккĕленмесĕр калама пулать. Пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсемшĕн савăнма пĕлеççĕ вĕсем.
Каччă 22-ре кăна пулсан та, унăн питĕ нумай «ылтăн», «кĕмĕл», «бронза» медальсем, паллăсем тата Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем пур. Çитес кунсенче Евгений Карели çĕрĕ çине çитсе федераллă хăрушсăрлăх службин оперуполномоченнăйĕнче ĕçлеме пикенет. Пĕлетĕп, шкулта, институтра тăрăшулăхпа пĕтĕм енчен палăрнă ентеш аякри çĕрте те яланах малтисен ретĕнче пулĕ. Унăн малашнехи тĕллевĕсем пирки те кăсăклантăм. «Пĕрремĕшĕ — çĕр-шывшăн усăллă çын пуласси. Званисене, службăри ăсталăха ÿстерсе пырасси»,— хуравларĕ вăл кĕскен.
Ăçта çамрăклăх — унта юрату, çавăнпа та Женьăран: «Савнă хĕр пур-и?» тесе ыйтмасăр тÿсеймерĕм. Сăпайлăн кăна: «Пур, Ирина ятлă. Пирĕн хушăмăрта вăл чи кирли — пĕр-пĕрне ăнланни»,— терĕ çамрăк лейтенант.
Мĕнех, ăнăçу сунатăп сана малашнехи çар службинче.
Источник: "Каçал Ен"